АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕх айăплава çăмăллатать

14 мая 2008 г.

Чăваш Енре уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан 25 инспекци ĕçлет. Инспекцин тĕп тивĕçĕ – судпа айăпланнисене учета илесси, ĕçпе тивĕçтересси, вĕсен пурнăç условийĕсемпе, килти лару-тăрупа тата кÿршĕсемпе ял-йышăн шухăш-кăмăлĕпе паллашасси.

Хĕрлĕ Чутайри инспекцире кăçалхи 4 уйăхра суд йышăнăвĕпе айăпланнă 99 çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 69-шĕ право йĕркине пăснăшăн условнăй майпа айăпланнисем, 14-шĕ пирки ĕçлесе юсанмалли приговор йышăннă, 4 çынна ĕçлеттермелле тунă, 5 çынна ертÿçĕ вырăнĕнче ĕçлемелли ирĕкрен хăтарнă.

Кунти инспекторсем судпа айăпланнисене ытла та çирĕп айăплав парассипе мар, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма, хăйсен айăпне тĕрĕс ăнланса илме пулăшассипе тимлеççĕ.

Палăртмалла, судпа айăпланнисем хушшинче те лайăххисем пур, вĕсенчен ытларахăшĕ хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, тÿрленÿ çулĕ çине тăма тăрăшаççĕ, саккуна пăсмасăр пурăнаççĕ. Ун пеккисене эпир вăхăт çитичченех учетран кăларатпăр. Акă, кăçал 10 çынна тĕрĕслев вăхăчĕ тухичченех айăплавран хăтартăмăр.

Шел те, судпа айăпланса инспекцире учетра тăракансенчен хăшĕсем саккун ыйтнине пурнăçласшăнах мар. Хăшĕ-пĕрисем ĕçрен пăрăнса çÿреççĕ, эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, çемьере харкашу çĕклеççĕ, обществăлла вырăнсенче йĕркене пăсаççĕ. Паллах, кун пеккисем пирки çирĕп мерăсем йышăнмах тивет. Çакăн пек йĕркесĕрлĕхсемшĕн кăçал 9 çынна тепĕр хут ирĕкрен хăтарнă.

Асăрхаттарса калатпăр, условнăй майпа айăпланнисен вăхăтра инспекцине килсе регистрациленмелле, эрех-сăрапа ашкăнмалла мар, çемьере, ял-йышра, обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхпе палăрмалла, пур енĕпе те хăйсене кирлĕ пек тытмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика