АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене кайса курчĕç

17 мая 2008 г.

Хăвăрт утассипе XXIII-мĕш Тĕнче кубокне савăнăçлă лару-тăрура уçнине тата икĕ кун хушши пынă пысăк ăмăртусене пăхса киленме чутайсем те йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче районти çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен ачасен делегацийĕ те пулчĕ.

Пирĕн çамрăк спортсменсемшĕн хăвăрт утакансен çивĕч кĕрешĕве тата тĕрлĕ халăх çыннисене курни çав тери интереслĕ пулчĕ. Чутайсем Раççей тата Чăваш Ен спортсменĕсен çитĕнĕвĕсене курса чун-чĕререн савăнчĕç.

Юниоркăсен 10 çухрăмлă дистанцийĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă, Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн I-мĕш курсĕнче вĕренекен чăваш хĕрĕн, Ирина Юманован çитĕ¬нĕвĕ те вĕсен куçĕ умĕнчех пулса иртрĕ. Ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче 20 çухрăма хăвăрт утакан хĕрарăмсен кĕрешĕвĕнче пирĕн ентеш Татьяна Сибилева кĕмĕл медаль çĕнсе илнишĕн те пирĕн ачасем ыттисемпе пĕрле хĕпĕртерĕç.

Спорта юратакан çамрăксем хăвăрт утассипе XXIII-мĕш Тĕнче кубокне майăн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкара кайса курма пулăшнăшăн районти “ДАР-Бройлер” ТЯО коллективне тата унăн ертÿçине Николай Иванович Лисаева чун-чĕререн тав тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика