АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕ Чутай каччи – Раççейри музыка преподавателĕсен конкурсĕнче пĕрремĕш

17 мая 2008 г.

Кострома çĕрĕн историйĕ пуян. Сăмахран, Романовсен ларса пынă патшасен йăхĕпе тата ĕлĕкрен пыракан музыка культурин йăли-йĕркипе кунта пурăнакансем чăннипех мухтанма пултараççĕ. Акă, кăçалхи май уявĕсем умĕн Костромари Н.А.Некрасов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче Раççейри вĕрентÿ заведенийĕсенчи музыка преподавателĕсемпе вĕренекенсем хушшинче IX-мĕш уçă фестивале ирттернĕ. Унта Чăваш Ен чысне Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка кафедрин аслă преподавателĕ, Хĕрлĕ Чутай каччи Александр Геннадьевич Возяков хÿ¬тĕленĕ. Сăмах май, фествиале чылай регионтан килсе çитнĕ: Мускав, Санкт-Петербург, Белгород, Вологда, Воронеж, Глазов, Елец, Чита, Иркутск, Кострома, Шупашкар...

Çакăн пек фестиваль-конкурса çулсерен йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем тĕрлĕ номинацисенче ăмăртаççĕ: фортопианопа пĕччен тата ансамбльте каласси, юрăçсен академийĕ, халăх, эстрада юррисем тата ытти те. Çавăн пекех халăх инструменчĕсен, ирĕклĕ, “Вĕрентекен тата вĕренекен” номинацисем те пур. Фестиваль çивĕч кĕрешÿре иртнĕ.

Халăх инструменчĕсен номинацийĕнче А.Г.Возяков I степеньлĕ лауреат Дипломне тивĕçнĕ. Конкурсра вăл тĕнчипе чи паллă полифонист-композиторăн И.С.Бахăн “Ре минорлă токкатипе фугине”, хальхи вăхăтра палăрнă А.И.Кусяковăн ултă пайран тăракан “Хĕл тĕрленчĕкĕсем” сюитăна, ăста баянистсен репертуарĕнчи чи паллă О. Джойс-Г.Шендерăн “Кĕрхи ыйхă” вальсне тата В.Новиковăн “Утсене тавăрар, каччăсем” (кубань казакĕсен сатур строй юрринчен илнĕ темăпа йĕркеленĕ концерт) пьесине каланă. Асăннă номинацин жюри ертÿçи, Хусанти педуниверситетăн профессорĕ В.С.Федотов тата Мускаври педуниверситетăн профессорĕ В.А.Родин пирĕн ентешĕмĕрĕн ăсталăхне çапла хакланă: “И.С.Бахăн хайлавĕнче виртуозлă техникипе, хĕрÿ характерлă туйăмĕпе, кăткăс та çутă кĕвĕ çаврăнăшĕнче Александр уйрăмах палăрчĕ. Хăй репертуарĕ валли вăл тарăн шухăш-туйăмлă, сăнарлă пьесăсем суйланă. Пултаруллă баянист вĕсене пĕрин хыççăн теприне пысăк ăсталăхпа каларĕ”.

Çапла вара, пирĕн ентеш, педагог, ăста баянист А.Возяков Раççей шайĕнчи конкурсра пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Александр Геннадьевич музыка инструменчĕсемпе калакан чăвашсен ăсталăх шкулĕн аталанăвĕ ÿссе пынине ĕçпе çирĕплетрĕ, Чăваш Ен чысне çĕклерĕ. Талантлă музыканта ÿлĕмрен те пысăк çитĕнÿсем сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика