17 мая 2008 г.
Çăва тухсанах районта çул-йĕр тăвас ĕç пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” строителĕсем “Сура” автоçула тĕпрен юсаççĕ. Ку çул 4,79 çухрăм тăршшĕ. Вăл Серенкасси ялĕ пуçĕнчен пуçланать те Пĕчĕк Этмен тĕлĕнчи кĕпер патне çитиччен тăсăлать. Ăна çĕнетме 18024,852 млн. тенкĕ тăкакламалла. Уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса паян рабочисем çул çинчи çĕмрĕк вырăнсене йĕркене кĕртеççĕ, çул хĕррисене тикĕслесе тухаççĕ тата ытти те.
Кунта ĕçе вĕçленĕ хыççăн строительсем “Сура-Кив Атикасси-Элĕк” автоçула тĕпрен юсама тытăнаççĕ. “Чувашавтодор” коллективне шанма пулать. Мĕншĕн тесен иртнĕ çул ку организаци пирĕн районта вăхăтра паха чылай çул-йĕр тунă.
Рабочисем умĕнче кăçал та пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Вĕсене чыслăн пурнăçлассишĕн строительсем вăй-хала шеллемеççĕ.