17 мая 2008 г.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа тата нумай ачаллă кил-йышсен авторитетне çирĕплетес, вĕсене социаллă пулăшу парас тĕллевпе районта кăçалхи майăн 12-17-мĕшĕсенче “Эпĕ тата манăн пысăк çемье” акци пынă. Çак тапхăрта Хĕрлĕ Чутайри “Çын тата çут çанталăк” музейра пулса курассине йĕркеленĕ, республикăри “Çулталăк çемйи” конкурсăн районти тупăшăвне хутшăннă, çемье командисем хаваслă стартсене тухнă тата ытти те.
Майăн12-мĕшĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайĕ Уçă алăксен кунне ирттернĕ. Паян Хĕрлĕ Чутайри Филипповсен çемйи Шупашкар районĕнче пулакан нумай ачаллă çемьесен слетне хутшăнать. Хÿтлĕх пайĕ эрнипех нумай ачаллă кил-йышсене право пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ырă ĕçсен марафонĕ пырать. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли тĕрлĕ япаласем, теттесем, кĕнекесем пухаççĕ.