17 мая 2008 г.
«... ку çула Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Паллах, ырă ĕçсене вăхăт виçипе чикĕлеме çук. Çавăнпа та 2008 çулăн хушма вăй-халне шанатăп, вăл ырă йăласене çирĕплетме май парать... Çынсем килĕшÿпе çураçулăхра мĕн чухлĕ ытларах пурăнаççĕ, пĕрлехи тĕллевсемпе, пахалăхсемпе тата этеплĕх никĕсĕсемпе мĕн чухлĕ вăйлăрах çыхăнаççĕ, вĕсен хушшинче сÿрĕк чунлисем çавăн чухлĕ сахалрах, общество çавăн чухлĕ çынлăхлăрах пулать», – тенĕ ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр» Çырура.
«Атьăр пурте, ыттисенчен мухтав кĕтсе мар, ахалех, никама систермесĕр, ырă ĕçсем тăвар!» – пĕлтерет хăй шухăшне Лариса Петрова (Чурпай ялĕ) кăçалхи январь уйăхĕнче район хаçатĕнче пичетленнĕ заметкинче. Мĕнех, килĕшес килет Лариса сăмахĕсемпе. Пурнăç çынсене килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма хушать. Ырă ĕç ытларах тусан, пурнăç та хаваслăрах, кăсăклăрах пулать. Паллах, чăннипех ырă ĕç тăвакансем мухтав сăмахĕсене кĕтмеççĕ. Анчах та ырă ĕç тунине çынсем сисеççех пулĕ.
Кун пек ĕçсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерни те вырăнлă. Ырăлăх çинчен çырнине вулама та, каланине итлеме те кăмăллă. Хаçатăмăра та, акă, районта тĕрлĕ ырă ĕçсем туни çинчен хыпарсем килсех тăраççĕ: шкул ачисем ватăсене шыв кÿрсе, кил-çурта тирпейлесе пулăшнă, ача садне çÿрекенсем ял çыннисем валли концерт лартнă; урамсене, масарсене тасатса тирпейленĕ; тĕрлĕ организацисемпе предприятисем, уйрăм çынсем ача сачĕсене, шкулсене спонсорла пулăшу панă...
Кăçал республикăра «За добро. Ру» çĕнĕ Интернет-сайт ĕçлеме пуçларĕ. Ăна нушаллă çынсене пулăшас тата вĕсене пулăшма пултаракан çынсене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕлĕш¬пе йĕркеленĕ.
Районта пурăнакансем Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссемпе акцисене хутшăнаççĕ: «Эпир пĕрле нумайрах тума пултаратпăр» Ыр кăмăллăх sms-акци, «Манăн пуçару» конкурс, «Дорогие мои старики», «Ырă ту» акцисем.
Нумаях пулмасть Çурхи ырăлăх эрни иртрĕ. Ку акцие районти пур вĕрентÿ учрежденийĕ те активлă хутшăннă, ку енĕпе 70 ытла мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 406 çын хутшăннă.
Ăçта тата мĕнле ырă ĕçсем тунипе районти тĕрлĕ учрежденисен, ял тăрăхĕсен сайчĕсенче те паллашма пулать.
Акă, Штанашри тĕслĕх библиотекăна О. Чучакова (Штанашри почта уйрăмĕн начальникĕ) Г. Флобер, И. Соколов-Микитов, М. Сервантес кĕнекисене парнеленĕ. Сăмах май, «Ырă ĕç ту – вулавăша кĕнеке парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн фондне паянхи куна 200 ытла кĕнекепе пуянлатнă.
Мăн Этмен шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекенсем шкулпа юнашар «Ырăлăх аллеине» йĕркелесе янă – 100 лиственница лартнă.
Ишеккассинчи пуçламăш шкулта вĕренекенсем нумай çул хушши ялти библиотекăра ĕçлесе тивĕç¬лĕ канăва тухнă Клавдия Ивановна Петрована пахчари çĕрне касса, çĕр улми лартса панă.
Ырă ĕçсен çулталăкĕ малалла пырать. Анчах вăл вĕçленсен те кашни çыннăнах май килнĕ таран ырă ĕçсем тăвасчĕ, ырри яланах ырăпа таврăнать тесе ахальтен каламан.
Пĕр ирхине иккĕмĕш класра вĕренекен ывăлăм: «Пурнăçра мĕнле çулпа утмаллине пĕлмесен, тусăм, ырăлăх çулĕпе ут...»- тесе юрланине илтрĕм. Шкулта вĕрентнĕ иккен вĕсене çак юрра. Мĕнех, ачасене мĕн пĕчĕкренех ырăлăх çулĕпе утма вĕрентсен пирĕн общество çынлăхлăрах пуласса шанма пулать.