17 мая 2008 г.
ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров кăçал ытти çулсенче усăсăр выртнă çĕрсене акса хăварма çирĕп палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăра усă курман çĕрсем пачах та пулмалла мар. Пирĕн районта та ун пек лаптăксем пур. Кăçал 2900 гектар çĕре çаврăнăша кĕртмелле. Уйрăмах панкрута тухса саланса кайнă хуçалăхсен çĕрĕсен хуçисем çук. Пăхман, акăнмасăр пушă выртакан çĕрсем вара хăйсен пулăхне çухатаççĕ. Кайран вĕсене ĕçе кĕртме те, тухăç илме те йывăр пулать.
Апла çĕре юхăнма памалла мар. Çавсене шута илсе район администрацийĕ кирлĕ утăмсем тăвать, пушă уйсене пусăçаврăнăшне кĕртсе пырать. Акă, унччен “Искра” хуçалăха кĕнĕ Хирлÿкасси уйĕнчи хăш-пĕр лаптăксем çине тахçанах алă сулнă темелле, акăнмасăр темиçе çул та выртрĕç. Хальхи вăхăтра çак çĕрсене çĕнĕрен ĕçе кĕртес тĕллевпе Чул хула облаçĕнчен хăватлă техника килсе çитнĕ. К-701 тракторсемпе механизаторсем кунне-çĕрне пĕл¬месĕр ĕçлеççĕ. Çĕнĕ йышши плугсемпе хура çĕре тарăн сухаласа акма хатĕрлеççĕ. Палăртмалла, çак ушкăн 1000 гектар таран çĕртме туса хăварма шутлать. Паянхи куна 50 гектара яхăн сухаланă та ĕнтĕ.
Çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пынине ял çыннисем те ырлаççĕ. Усă курман лаптăксем ял ятне, хресчен ятне те яраççĕ. Хура çĕре пăхмалла, унпа туллин усă курмалла. Пурте пĕр пек ĕçлесен, районта акăнман гектарсем пачах та пулмĕç.