АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔНЧЕ КУБОКĔ ЧĂВАШ ЕНЕ ÇĔНĔ РЕКОРДСЕМ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАТЬ

17 мая 2008 г.

Май уйăхĕн 9-11-мĕшĕ¬сенче республикăра хăвăрт утас енĕпе XXIII Тĕнче кубокĕ тата 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем иртнĕ. Культура программинчи паллă пулăмсен шутĕнче – “Евровидени” çĕнтерÿçин Мария Шерифович юрăçăн (Серби), Раççей музыканчĕн Гарик Сукачевăн тата “Неприкасаемые” ушкăн концерчĕсем, çавăн пекех виçĕ куна пынă Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ.

Хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсенче Раççейĕн суйласа пухнă команди ăмăртусен лидерĕ пулса тăнă, команда зачетĕнче программăн пур енĕпе те выляса илнĕ, икĕ хутчен тĕнче рекорчĕ тунă. Пĕтĕ¬мĕшле çĕнтерÿре чăваш спортсменкисен – кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Ирина Юмановăн (юниорсен хушшинче 10 километр) тата Татьяна Сибилевăн (хĕрарăмсен хушшинче 20 километр), çавăн пекех 20 километра утас енĕпе призлă тăваттăмĕш вырăн йышăннă Людмила Архипован тÿпи те пур. Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Татьяна Сибилева ăмăртса тунă результатсем тăрăх Пекинра 2008 çулта иртекен Олимпиадăна кайма путевка çĕнсе илнĕ, Людмила Архипована та Олимпиадăна хутшăнакансен командине кĕртеççĕ. Шупашкарти трасса çинче кашни спортсмен тенĕ пекех хăйĕн кăтартăвĕсене лайăхлатма, рекорд тума пултарнă.

Пĕтĕмлетÿсем тунă май Чăваш Ен Президенчĕ иртнĕ уяв мероприятийĕсем культурăна аталантармашкăн, обществăна ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăхлатмашкăн, республикăна пĕр тикĕс аталантармашкăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çакна палăртни курăмлă: Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн ертÿçисем тата ăмăртусене хутшăннисем Шупашкарта хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокĕн йĕркелÿ шайне пысăка хурса хакланă, çулсем питĕ лайăх пахалăхлă пулнине пĕлтернĕ, Чăваш Ен тата масштаблăрах ăмăртусем, уйрăммăн илсен, çăмăл атлетикăн мĕн пур енĕпе тĕнче чемпионачĕсем ирттерме пултарать тесе палăртнă. “Шансах тăратăп: Шупашкарта кирек мĕнле енпе те ăмăртусем ирттерме пулать”, – тенĕ хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокне хупнă хыççăн журналистсемпе калаçнă чухне Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕн ассоциацийĕн президенчĕ Ламин Диак.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика