АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арендаторсене – çĕр харпăрлăхĕ

21 мая 2008 г.

Юлашки çулсенче усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртессине хăвăртлатас тĕллевпе Чăваш Ен правительстви аграри секторĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене пулăшма йышăннă. Тĕслĕхрен, ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ çĕнĕ саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн, арендăна панă çĕре гражданин е юридици сăпачĕ аренда килĕшĕвне тунăранпа виçĕ çул çитнĕ хыççăн кадастра кĕртнĕ хакпа сутăн илме пултарать. Паллах, кун пек чухне лаптăкпа туллин усă курни кирлĕ. Ултă çул хыççăн 80 процент, тăхăр çултан – 60, 12 çултан – 40, 15 çултан 20 процент тÿлемелле.

Саккун проектĕнче пысăк агрохолдингсем йĕркелеме майсем пулччăр тесе уйрăм çыннăн е юридици сăпачĕн ял хуçалăх çĕрĕсен чи пысăк лаптăк виçине икĕ хут çурă ÿстерме палăртнă. Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем документа хатĕрлес ĕçре Краснодар крайĕн опычĕпе усă курнă.

Саккун проектне йышăннă чухне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çакăн пек нормативлă документа ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен, район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен питĕ аван пĕлсе тăмалла, тенĕ.

Пирĕн районта та арендаторсем пур. Паллах, “Чăваш Республикинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси çинчен” Саккун вăя кĕрсен вĕсен малашлăхĕ уçăмлăрах пуласса шанма пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика