АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оперативлă профилактика усси

21 мая 2008 г.

Район территорийĕнче право йĕркине пăснă тĕслĕхсем çук мар. Вĕсене пĕтересси, криминаллă лару-тăрăва çăмăллатасси – милици ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ. Хальхи вăхăтра “Районта 2006-2008 çулсенче право йĕркине пăсассине асăрхаттармалли комплекслă мерăсем” тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. 2006 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕнче ку енĕпе хатĕрленĕ мероприятисен планне çирĕплетсе хăварнă.

Çак кунсенче пирĕн корреспондент районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе С.Х.ЕФРЕМОВПА тĕл пулнă, право йĕркине пăсакансене хирĕç кĕрешесси мĕнле пулса пынипе интересленнĕ.

– Умра тăракан задачăсене ăнăçлă татса парас тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче право йĕркине пăсассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен комисси, ял тăрăхĕсенче профилактика канашĕсем йĕркеленĕ, – терĕ Станислав Хрисанович. – Субъектсенчи профилактика ĕçĕн меслечĕсемпе калăпăшне çĕнетсе, участок уполномоченнăйĕсен ĕçне, пурлăхпа техника пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатса пыратпăр. Çакă хăйне евĕрлĕ пысăк усă панине палăртмалла. Акă, 2007 çулта районта 275 преступление шута илнĕ. Виçĕм çул 287 преступлени пулнăччĕ. Çапла вара пĕлтĕр, малтанхи çулхипе танлаштарсан, преступленисен хисепĕ 4,2 процент чакнă.

Оперативлă профилактика мероприятийĕсем ирттернин пулăшăвĕ те куç умĕнчех. Тĕслĕхрен, виçĕм çулхинчен пĕлтĕр çынна асаплантарни 6 тĕслĕхрен 3 çити, ют пурлăха вăрлани 142-рен 128, хваттер çаратни 20-рен 15, çынна улталасси 30-тан 7, обществăлла вырăнта йĕркене пăсни 22-рен 19, вăл шутран урамра – 5 тĕслĕхрен 1 тĕслĕх таран чакнă. 2006 çулта мĕн пур преступленисен 82 процентне уçса панă. Ку малтанхи çул 81,1 процентпа çеç танлашнă. Шел пулин те, йывăр преступленисене уçса парасси япăхланнине палăртса хăвармалла. Сăмахран, виçĕм çул ку енĕпе кăтарту 91,8 процент пулнă, пĕлтĕр вара 87,5 процента çити чакса ларнă. Ют пурлăха çаратнине уçса парасси вара 72,2 процентран 65,9 процента çитнĕ.

Шалти ĕçсен пайĕ культура, спорт, чиркÿ уявĕсенче тата ытти массăллă мероприятисем иртнĕ кунсенче тимлĕхе ытларах ÿстерет. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе милици сотрудникĕсем активлăх кăтартаççĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухни пулман. Право йĕркине пăсакансене вара административлă майпа айăплатпăр. Патрульпе пост нарячĕсем участок уполномоченнăйĕсемпе тата общественность представителĕсемпе пĕрле криминаллă лару-тăру сиксе тухма пултаракан вырăнсенче тăтăшах пулаççĕ.

Районти пур шкулта та ачасене çул-йĕр çинче тимлĕ пулмалли çинчен ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ. Кашни шкул çумнех милици сотрудникне çирĕплетнĕ. 2007 çулта çул çитмен çамрăксем 17 преступлени тунă. Виçĕм çул 9 çеç пулнăччĕ. Шута илнĕ преступленисенчен 7-шне ушкăнпа, вăл шутра 2-шне аслисем хутшăннипе, 6-шне ют çĕртен килнĕ çынсемпе тунă.

Çул çитменнисем преступлени тума ан явăçчăр тесе асăрхаттарсах тăратпăр. 2007 çулта алкоголизма, наркомание, токсикомание сарăлма чарас тĕлĕшпе оперативлă профилактика ĕçĕсем сахал мар ирттернĕ. Пĕлтĕрех “Çул çитмен çамрăк” профилактика операцийĕ йĕркеленĕ. Кăçал шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çамрăксем хушшинче йĕркене пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе 45 рейд ирттернĕ. Районти шкулсенче право темипе 26 калаçу пулнă.

Çакна палăртса хăвармалла. Ачасем нимĕн тума аптăранипе преступлени тăвас çул çине тăраççĕ. Тепĕр чухне сăлтавсăрах шкула çÿре¬меççĕ. Кун пеккисене тупса палăртнă, çирĕп мерăсем йышăннă.

Кашни уйăхрах районта Профилактика кунĕ иртет. Район администрацийĕн ĕçченĕсем çав кунхине ял тăрăхĕсене çитеççĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, граджансене тĕрлĕ ыйтупа йышăнаççĕ. Кунпа пĕрлех профилактика канашĕсемпе милицин участокри пункчĕсен ĕçĕпе интересленеççĕ.

Алкоголь продукцине саккуна пăсса сутакансене хирĕç кĕрешĕве вăйлатрăмăр. Ирĕк памасăрах тĕслĕ тата хура металл пуçтаракансене, çапкаланса çÿрекен, ашшĕ-амăшĕ асăрхаса тăман ачасене, социаллă хăрушă лару-тăрăва лекнĕ çемьесене тупса палăртас енĕпе ĕçлетпĕр.

Тишкерÿ çакна кăтартса парать: 2007 çулта пулнă 275 преступленирен 42-шне йăлара тунă. Преступниксен шутне ĕçкĕçсем, маларах судпа айăпланнисем, ĕçсĕррисем ытларах кĕреççĕ. Ку милицин участок уполномоченнăйĕсем вĕсемпе çителĕксĕр ĕçленине пĕлтерет. Çавăн пекех ĕç çукки, ĕçкĕ ăшне путни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе общественность çакăн пек çитменлĕхсем çине çиелтен пăхни преступленисен сăлтавĕсем пулса тăраççĕ.

Районта халăх дружини йĕркеленĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе штаб туса хунă, ял тăрăхĕсенче подразделенисем пур. Обществăлла йĕркелĕхе сыхлама кашни эрнерех дружинниксем хутшăнаççĕ. Вĕсем каçсерен дискотекăсем е урăх мероприятисем ирттернĕ чухне дежурствăна тухаççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта районта 62 преступление шута илнĕ (иртнĕ çулхинчен 20,5 процент сахалрах). Пĕлтĕрхи хисеп – 78. Çак тапхăртах çынна вĕлернĕ – 1, çын сывлăхне ятарласах йывăр сиенлени – 2, ют пурлăха çаратни 121 тĕслĕх пулнă. Обществăлла вырăнта, урамра тунă преступленисене 100 проценчĕпех уçса панă.

Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн хушăра саккуна пăсакансем пулма тивĕç мар. Анчах... Хальлĕхе кун пеккисем тупăнаççĕ-ха. Милици ĕçченĕсем вĕсене тупса палăртас, айăплисене çирĕп ответ тыттарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çав хушăрах профилактика ĕçне туса пыраççĕ, хăйсен професси шайне ÿстереççĕ, ял тăрăхĕсенчи профилактика канашĕсен ĕçне активлă хутшăнаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика