21 мая 2008 г.
2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине кашниех пĕлет ĕнтĕ. ЧР Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ырăлăх акцисемпе мероприятисем чылай иртеççĕ – пурте ырă кÿме васкаççĕ.
“Ватта ырă туни сăваплă”, – теççĕ халăхра. Эпĕ Ветерансен çурчĕсенче пурăнакансем пирки калаçасшăн-ха. Тăван килте кун-кунлама йывăрланса çитнĕрен, вĕсем хÿтлĕх шыраса çак çурта килнĕ. “Кун пек ырлăха, тимлĕхе эпир килте те курман”, – теççĕ хăшĕсем.
Акă, Атнарти Ваттисен çуртĕнче пурĕ 10 çын çемье ăшшине туйса пурăнать. Вĕсене Еленăпа Анастасия Степановасем, Нина Абаськина социаллă ĕçченсем пăхса тăраççĕ. Хÿтлĕхсĕр юлнă мучисемпе кинемейсене вырăнти шкулта вĕренекенсем, ача садне çÿрекенсем, ял халăхĕ тимлĕх уйăраççĕ. Нумай пулмасть Туканашри чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Н.Лисаев ватăсем валли 10 килограмм аш-какай, 1 пин çурă укçа уйăрчĕ. Çак кунсенче ял халăхĕ çĕр улми лартса хăварма пулăшрĕ, вăрлăхне те хăйсемех пачĕç. Уйрăмах ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Кузнецова, Л.Лаптевана, З.Волкована, Г.Майорована, И.Семенована ырăпа асăнса хăварас килет.
Ырăлăхăн чикки ан пултăрччĕ. Ырă тăвакана чыс та хисеп.