АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытсан, укçа-тенкĕ пулĕ сан

21 мая 2008 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвĕнче çакăн пек калани пур: “Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев палăртнă тăрăх, “республика чăн кăтартусене çĕнсе илнĕ, вăл “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе чи лайăх регион шутланать. Тата чи кирли çакă: ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçланă. Çав шутра пин-пин гражданин”. Тĕрĕссипе вара çавăн пек гражданин-предпринимательсен шучĕ пирĕн 30 пине яхăн, тата вĕсем 4 миллиард та 300 пин тенкĕ ытла çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку вăл Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх кăтарту”.

... Ачалăх аса килчĕ. Пире, вĕтĕр-шакăра, аннесем силле-силле тутлă ыйхăран вăрататчĕç. “Тăр, ывăлăм, пăрушкана кăкарма каймалла”. Çемçе çăкăрпа ăшă сĕт сыпса çиеттĕмĕр те вĕренлĕ пăрусене ĕрĕхтерсе Саккас вăрманĕ еннелле вирхĕнеттĕмĕр. Каç пулттипе вара, кĕтÿ яла тусан çĕклесе кĕнĕ чух, путек-сурăха хирĕç чупаттăмăр, йыхăрса та астарса кил картишне илсе кĕртеттĕмĕр.

Çакă мĕн çинчен калать-ха; Ачалăх çулĕсенчех пире килти выльăх-чĕрлĕхе çывăх пулма вĕрентнĕ. Хушма хуçалăхра ĕçлени, ăна аталантарни хресчене усă панине хамăр куçпа курса ĕненнĕ.

Халĕ ĕнтĕ халăх пурнăçĕ малтанхинчен пач улшăнчĕ. Хресчен паян хăйĕн шăпине хăй татса парать. Нумай çĕрте ял сăн-сăпачĕ çĕнелсе пынине куратăн. Уйрăм çынсем çурт-йĕр лартасси ÿсет. Кашни киле “кăвак çулăм” çитнĕ теме пулать. Ялсем патне асфальт сарса хытарнă çул пырать. Кăçал ялсенчи урамсене те асфальт хываççĕ. Çавăн пекех нумай çĕрте “Таса шыв” программăна пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çав ырлăх-пурлăха ял çынни хăй вăйĕпе, ырми-канми ĕçленипе ĕмĕте кĕртсе пырать.

Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăха тĕреклетсе пырасси ялти социаллă пурнăçăн çирĕп никĕсĕ пулса тăчĕ. Хресчене пĕр гектар таран çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Нумайăшĕ унпа пĕлсе, тухăçлă усă курать, çавна май тупăшĕ те пулать. Ку вăл ял хуçалăх производство калăпăшĕнче уйрăм çын хуçалăхĕсен тÿпи палăрмаллах пысăк вырăн йышăнни çинчен калать.

Ялти çемьесенчен чылайăшĕ харпăр-хăй валли апат-çимĕç çителĕклех туса илет. Ытлашшине сутма, хулари тăвансене пулăшма пултарать. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă – ял çыннин пасара илсе тухакан апат-çимĕçĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса, пахалăхĕпе аван.

“АПК аталанăвĕ” наци проектне йышăннăранпа ăна пурнăçа кĕртес ĕçе килти хушма хуçалăх тытакан районти 1108 граждан хутшăннă. Кун пеккисем иртнĕ çулта кăна 625 çынпа танлашнă. Пĕчĕк хуçалăхсем пурĕ 125 млн. тенкĕ кредит илме документсем хатĕрленĕ. Анчах çакна та палăртмасăр иртме çук. Килти хушма хуçалăхсен пĕтĕмĕшле хисепĕнчен районти заемщиксен пайĕ 11,3 процент пулнă. Ку республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех.

Хушма хуçалăха лайăх аталантарма, ял хуçалăх продукчĕсем ытларах хатĕрлеме, паллах, условисем кирлĕ. Çакна шута илнĕ, район территорийĕнче 2006 çулта 3 ял хуçалăх кооперативĕ, 2007 çулта 4 кооператив йĕркеленĕ. Шел, вĕсенчен “Родник”, “Забота”, “Для Вас” кăна ĕçе пуçăннине палăртма пулать. Ыттисен ĕçĕ курăнсах кайманни пăшăрхантарать. Кооперативсен ĕçне çÿллĕ шайра йĕркелени ял çыннисен ытлашши продукцине пухассине, ял тăрăхĕсен бюджечĕн тупăш пайне ÿстерме пулăшĕччĕ.

Çак материала хатĕрленĕ чух Кив Атикасси ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе калаçма тÿр килчĕ.

– Выльăх йышлă тытакан çемьесем сахал мар, – терĕç вĕсем. – Акă, Анат Çĕрпÿкассинче пурăнакан Геннадий Кокарев кил-йышĕ 5 ĕне, 5 пăру усрать. Çак ялти Николай Сухаревăн сумалли 5 ĕне. Вырăсушкăнчи Вячеслав Леонтьев – 5, Кив Атикассинчи Борис Борисов 3 ĕне тытаççĕ. Сунă сĕтне пурте патшалăха параççĕ. Çапла вара пурнăçа йÿнеçтеркелесе пымалăх укçа-тенкĕ пухăнать.

Чăнах та, ял халăхĕ хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукчĕсем чылай сутать. Тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай райповĕ кăна уйрăм çынсенчен кăçалхи тăватă уйăхра 777 тонна сĕт пуçтарнă. Продукцишĕн укçа-тенкĕпе те, тĕрлĕ таварсемпе те татăлнă.

Килти хуçалăх – пĕрлехи пуянлăх. Ял çынни хăйĕн хуçалăхĕсĕр пурăнаймасть. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: кил-çуртсăр çын тымарсăр йывăç, тесе.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика