АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра – çĕнĕ стартсем

21 мая 2008 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров майăн 16-мĕшĕнче Раççейĕн хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокне хутшăннă командин йышĕнче тупăшнă чăваш спортсменĕсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă.

Тĕнче шайĕнчи сумлă ăмăрту Шупашкарта май уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче иртрĕ, Раççей команди унта пысăк çитĕнÿ турĕ – команда зачетĕнче кашни программăра çĕнтерчĕ.

Кубока мĕнле йĕркеленине, ирттернине тупăшăва хутшăннисем, хăнасем, Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн ертÿçисем пысăка хурса хакланă. Ăмăртусем хыççăн журналистсемпе калаçнă май ИААФ президенчĕ Ламин Диак çапла палăртнă: “Эпĕ телейлĕ! Тĕнче кубокĕ çапла питĕ лайăх иртессе эпĕ кĕтменччĕ! Тĕлĕнмелле лайăх йĕркеленĕ, кăтартусем те питĕ лайăх. Чăваш Енре спорт – пурнăçăн пĕр пайĕ. Иккĕленместĕп, Шупашкарта кирек хăш енĕпе те ăмăртусем ирттерме май пур. Эпĕ ку енĕпе сире хÿтĕлĕп. Чăваш Ене татах та татах килессе шанатăп”. “Пĕтĕмпех лайăх йĕркеленĕ! Çынсен интересĕ мĕнешкел!” – тенĕ МИХсен представителĕсене ИААФăн пĕрремĕш вице-президенчĕ, тĕнчипе паллă спортсмен Сергей Бубка.

Тĕл пулăва уçнă май республика пуçлăхĕ çăмăл атлетсене, вĕсен тренерĕсене спортри паттăрлăхшăн тав тунă. Çавăн пекех чаплă спорт уявне йĕркелесе ирттерме хутшăннисем те унăн тав сăмахне тивĕçнĕ.

Н.Федоров юниоркăсен хушшинче 10 километрлă дистанцире кĕмĕл медале тивĕçнĕ Ирина Юманована, ăна вĕрентекен Альбина Семенована, çавăн пекех Татьяна Сибилева тренерне Николай Родионова çăмăл автомобиль уççисене панă. Çĕнтерме ăнтăлнăшăн çамрăк спортсмена Эдикт Хайбуллина çĕнĕ йышши ноутбук парнеленĕ. Тĕнче кубокне хупнă чухнехи церемонире Н.Федоров 20 километра утса “кĕмĕл” çĕнсе илнĕ Татьяна Сибилевана Шупашкарта хваттер илмелли сертификат панăччĕ.

Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енри спорт аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явнă. Николай Васильевич республикăри массăллă чупусене ирттерме Шупашкар заливĕнчи трассăпа çине тăрса усă курма сĕннĕ, Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине Шупашкар марафонне йĕркелессипе çыхăннă ыйтăва тишкерме хушнă. Приз фончĕ сумлă пулмалла. Çавăн пекех Чăваш Енĕн тĕп хулинче ИААФ ялавĕ айĕнче хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕн Гран-при тапхăрне, тĕнчен çурма марафон чемпионатне ирттермелли майсене пăхса тухма хушнă. “Республика аталанăвĕн хăвăртлăхне упрани кăна çителĕксĕр, ăна пысăклатса пымалла. Çав шутра – спортпа çыхăннă ĕçсен шучĕпе те”, – тенĕ Президент.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика