24 мая 2008 г.
Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти тĕрлĕ машинăсене тĕрĕс¬лесе тăракан патшалăх инспекцийĕ йĕркеленипе республика территорийĕнче, районта та “Частник” профилактика операцийĕ иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха;
Çак тапхăрта 43 единица техника тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 14-шĕ юсавсăр пулнине палăртнă, çав шутра 2-шĕ регистраци витĕр тухман. Юсавсăр техникăпа усă курнăшăн хуçисене явап тыттарнă – штраф панă.
Техника тытакансен çакна та пĕлсе тăмалла. Кам 2000 çулччен тракторист удостоверенине илнĕ, унăн докуменчĕ халĕ вăйне çухатнă. Тĕрĕсрех каласан, малтанхи документпа çул çине тухни удостоверени çуккипе танлашать. Кивĕ документсемпе çÿрекенсене 2500 тенкĕ штраф кĕтет. Çавăнпа та кивĕ удостоверенисене çĕннисемпе улăштарма васкамалла.
Утă çи тапхăрĕ çывхарать. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе инженерĕсен выльăх-апачĕ хатĕрлемелли техникăна юсассипе тимлемелле, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла.