24 мая 2008 г.
“Пĕрлĕхлĕ Раççей” (“Единая Россия”) парти “Çĕршыври чи лайăх ача-пăча тренерĕ” конкурс ирттерет. Вăл ачасене, хĕрсемпе яшсене сывă пурнăç йĕркипе туслашма пулăшакан физкультура учителĕсене, тренерсене тупма пулăшĕ.
Пысăк спорт ача физкультурăпа спорта юратнинчен пуçланать. Çавăнпа “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти пулас чемпионсене хатĕрлекенсене, сывă наци çитĕнтĕр тесе тăрăшакансене хавхалантарать.
Конкурсра спорт тытăмĕнче ача-пăчапа ĕçлекенсем, шкулти физкультура учителĕсем, секци, кружок тренерĕсем, сусăр тата йывăр шăпаллă ачасемпе, тăлăхсемпе ĕçлекенсем хăйсен вăйне виçме пултараççĕ. Вĕсем мĕнле номинацире тупăшассине конкурсантсем хăйсем палăртаççĕ.
Асăннă проекта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Л.А.Михуткинапа (“Чемпион тренерĕ” номинацире) Çĕн Атикассинчи физкультура учителĕ С.Н.Петрейкина (“Шкулти тренер” номинацире) хутшăнма кăмăл тунă. Сăмах май, педагог-тренерсен вĕрентÿ тытăмĕнчи ĕç стажĕ пысăк, вĕсем ачасене физкультурăпа спорта явăçтарассипе ырми-канми тăрăшаççĕ. Акă, Людмила Алексеевнана ачасене вĕрентес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ятпа чысланă. Вăл Чăваш Республикин тата Раççейĕн нумай енлĕ чемпионĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, ытти хисеп паллисем те чылай. Л.А.Михуткина вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ паянхи кун тĕнчипе паллă çынсем. Акă, эпир пурте пĕлекен, Атлантăра иртнĕ XXVI-мĕш Олимп вăййине хутшăннă, хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ Е.Грузинован, çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕ Н.Гусельщикован ячĕсемпе тата ыттисемпе те чăннипех мухтанма пултаратпăр. Тĕрĕссипе, Л.А.Михуткинан спортри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа та çитереймĕн. Хальхи вăхăтра вăл Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн кĕçĕн класĕсене спорт ăсталăхне алла илме хăнăхтарать.
С.Н.Петрейкина Çĕн Атикасси шкулĕнче 1990 çултанпа ĕçлет. Светлана Николаевна йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Физкультура учителĕ тăван тăрăхра çуралса ÿснĕ, спорта кăмăллакан ачасене “çуталса кайма” пысăк пулăшу парать. Юлашки çулсенче вăл вĕрентекен яшсемпе хĕрсем спортра ÿсĕмсем тăваççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.
Халĕ педагогсем конкурса хутшăнма документсем хатĕрлеççĕ. Вĕсен ĕçне экспертиза пăхса тухĕ, чи лайăххисене палăртĕ.