24 мая 2008 г.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул та çитрĕ, хам вара 85 çулта. Пурăнмалли нумаях юлмарĕ ĕнтĕ, ăс-тăн улшăнман чухне пулни-иртни çинчен пĕлтерсе хальхи çамрăксем пиртен лайăххине илччĕр тетĕп.
1942 çулхи январь уйăхĕнче Тури Çĕрпÿкасси шкулне ачасене вĕрентме ячĕç. Юлашки учителĕ те вăрçа тухса кайнă пулнă, шкул алăкĕ çине çăраççи çакса хăварнă. Вăл вăхăтра эпĕ 18 çулта кăначчĕ-ха, ĕçленĕ хушăрах хам çулсенчи каччăпа паллашрăм. Вăл та хам пекех юрлама-ташлама юрататчĕ. Туслашни 3-4 уйăх иртсен, 1942 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче, ялти ытти çамрăксемпе пĕрлех ăна та вăрçа ăсатрăм. Май уйăхĕн çурринче килне тата ман пата вăрçа кĕме хатĕрлеççĕ тесе çырнăччĕ, июнь уйăхĕнче вара вилни çинчен хут çитрĕ.
Эпĕ те тăшмана тавăрас шут тытрăм.
“Пул хăюллă, тÿрĕ чунлă!” –
Теттĕн эс мана.
Вăхăт çитрĕ: вут та çулăм
Хыпрĕ таврана.
Вăхăт çитрĕ: тĕрĕслетĕр
Самана пире.
Камăн-ха юлас килет-тĕр –
Хыçалти ретре;..”
1943 çулта П.Хусанкайăн “Таня” поэмипе паллашнă хыççăн районти çар комиссариатне çак сăмахсене çырса вăрçа тухса кайма ыйтса çыртăм. Вăл самантра вилме е аманма пултарасса шутламан та, пуçра унта эсĕ те кирлĕ текен сăмахсем çеç явăнатчĕç. Эпир, вăл вăхăтри çамрăксем, çавăн пек патриотизмла воспитани илсе çитĕнтĕмĕр çав.
Тăван çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕлес тесе Эстони çĕрне 45-мĕш прожектор батальонне лекрĕм. Кăнтăрла хамăрăн е тăшман самолечĕ вĕçнине палăртаттăмăрччĕ, каçхине вара вĕсене саспа, силуэтпа пĕлсе прожектор çуттипе (3 прожектор хĕресле çутă парса) зенитчиксене персе ÿкерме пулăшаттăмăр. 40-45 çулхи салтаксем пире, çамрăк хĕрсене, пушшех хĕрхенетчĕç, мĕншĕн арçынсемпе пĕр тан сирĕн те çак йывăрлăха чăтмалла тетчĕç.
1945 çулхи август уйăхĕнче тăван çĕре таврăнтăм.