24 мая 2008 г.
Чăваш чĕлхин аталанăвне пăхас пулсан Иван Яковлевич Яковлев çырулăх йĕркеленине пысăк утăм темелле. Çырулăх пулсан чĕлхе пĕтмест. Халĕ хутпа калема компьютер ылмаштарать. Апла-тăк ăна чăвашлатмалла. Ку ĕç пуçланнă тесен те юрать. Интернетра чăваш сайчĕсем курăнма пуçларĕç. Вĕсенчен хăш-пĕр информацие тăван чĕлхепех тупма пулать. Хальхи вăхăтра компьютер терминологине чăвашла йĕркелес тесе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн терминологи лабораторине ертсе пыракан наука сотрудникĕ Г.Дегтяревпа И.Алексеев программист тăрăшаççĕ.
Компьютер çырнă чăвашла текст орфографине тĕрĕслемелли программа та кирлĕ. Çак ĕçе Н.Плотников тăвать. Интернет, компьютер технологине чăвашлатас ĕç хальлĕхе уйрăм хастарсем пурнăçланипе çеç пулать-ха. Ĕçĕ вара нумай...
Интернет чăвашлансан, хамăра ытларах хисеплеме тытăнсан чĕлхе пĕтмĕ, çак аслă тĕнчере çухалмĕ.