28 мая 2008 г.
Хĕрлĕ Чутай
Иртнĕ шăмат кун 9-мĕшпе 11-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн районти шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Район пуçлахĕ А.И.Криков Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухакансене саламларĕ, спортри ÿсĕмсемшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Евгений Кандейкина, Дмитрий Владимирова, Светлана Кузьминана, Наталья Трофимована, Наташа Таерована, Дима тата Денис Ульяновсене, Александр Мидейкина, Максим Замуткина, Константин Коршунова чысласа малашлăхра телейлĕ çул сунчĕ. Сăмах май, райадминистрацин Хисеп грамотисене районти 17 çамрăк тивĕçрĕ, вăл шутра Мăн Этмен шкулĕнчен Марина Сидорова, Алиса Карпова, Иван Бархоткин, Питĕркассинчен – Николай Стафик, Çĕн Атикассинчен – Роза Давыдова, Владимир Чертов, Шулюран – Валентина Храмова.
Тралькасси
Тралькассинчи тĕп шкул коридорне ачасем савăнăçлă линейкăна йĕркеленсе тăчĕç. Паян 9-мĕш класран кăçал вĕренсе тухакансемшĕн паллă кун – вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Кашнин аллинче тенĕпе пĕрех чечек çыххи. Шкул директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.В.Ермакова тăххăрмĕш пĕтерекен 7 вĕренекене ятран асăнса экзаменсене хутшăнма ирĕк пани çинчен çырнă хушупа паллаштарчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕлĕве ÿстерсе, тавра курăма анлăлатса пыма чĕнсе каларĕ.
Ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене район администрацийĕ ячĕпе районти “Пирĕн пурнăç” хаçат редакцийĕн корреспонденчĕ Г.А.Анисимов ăшшăн саламларĕ.
Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ М.Глухова хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: шкулти ачасен коллективĕ пысăк мар. Çапах вĕсем хушшинче малалла туртăнакансем, ăс-тăн шайне ÿстерсе пыракансем йышлă пулни савăнтарать. Акă, саккăрмĕш класри Олеся Скворцова чăваш чĕлхипе литературин республикăри олимпиадинче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унăн тантăшĕ Анюта Чикмейкина районта пĕрремĕш пулнă, республикăра – тăваттăмĕш. Кăçал тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерекен Дима Волков районти олимпиадăра технологипе, чăваш чĕлхипе тата литературипе иккĕмĕш вырăна, республикăра пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Вĕсем ăмăртусене хутшăнса ÿсĕмсем тунăшăн ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Сăмах – кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакансен малтанхи учительницине З.Г.Иванована. Вăл савăнса та хумханса çапла каларĕ:
– Паянхи юлашки шăнкăрав сире пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма йыхăрать. Таçта кайсан та тăван шкул, юратнă учительсем сирĕн асран ан тухччăр. Эсир кунта сас паллисене вĕреннĕ, вулама, çырма, задачăсем шутлама хăнăхнă. Халĕ сирĕншĕн ятарлă вăтам вĕренÿ учрежденийĕсен е вăтам шкулсен алăкĕсем яриех уçăлĕç. Паллах, унччен экзаменсем тытмалла, хăвăр илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелле.
Юлашкинчен вăл пухăннисене ăнăçу, çирĕп сывлăх тата вăй-хал сунчĕ.
Часах шăнкăрав янăраса кайрĕ. Савăнăçлă та пăлхануллă самант – ачасемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринчен уйрăлаççĕ. Çамрăксем учительсене чечексем парнелерĕç, хăйсене пĕлÿ тата воспитани панăшăн тав турĕç. Тăххăрмĕшсен класс ертÿçи Г.Н.Ермаков воспитанникĕсене рамкăсем парса тухрĕ. Вĕсене çамрăксем класпа пĕрле çапăннă сăн ÿкерчĕксем вырнаçтарĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кунта 53 ача пĕлÿ илнĕ. Шкула 5 ялтан çÿреççĕ. Çакă интереслĕ – шкул пĕтерекенсем пурте арçын ачасем. Надежда Васильевна Ермакова калашле, çĕршывăн пулас хуралçисем.