28 мая 2008 г.
Хисеплĕ ферма ĕçченĕсем! АПК наци проекчĕпе палăртнă тĕллевсене пурнăçлас пулсан çуллахи тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсен çакăн пек задачăсене татса памалла:
1. 392 тонна аш-какай туса илмелле. Мăйракаллă шултра выльăхсене талăкра 700-шер грамм, сыснасене 350 грамран кая мар ÿт хуштармалла.
2. 2600 тонна сĕт туса илмелле. Районти вăтам кăтарту пĕр ĕне пуçне 1643 килограмран кая мар пулмалла.
3. Кашни 100 ĕне пуçне 90 пăру, сысна амисенчен 20-шер çураран кая мар илмелле, лайăх упраса хăвармалла.
4. Çуллахи тапхăрта кашни условнăй выльăх пуçне 27 центнер апат единици хатĕрлемелле. Çав шутран утă 3500 тонна, сенаж – 13000, силос – 8000, улăм – 2500, тырă – 4500 тонна.
5. Выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăкпа тухăçлă тивĕçтермелле, рациона макро- микро элементсемпе пуянлатмалла, ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла.
Чĕнсе каланине выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти семинар-канашлăвĕнче кăçалхи майăн 23-мĕшĕнче йышăннă.
Штанаш ялĕнчен инçех мар анлă улăх сарăлса выртать. Шывĕ те ура айĕнчех – плотина хÿри кунта çитиех тăсăлать. Илемлĕ вырăн. Инçех те мар ĕне кĕтĕвĕ çÿрет. Выльăхсем симĕс те сĕтеклĕ курăка çăвар туллин çиеççĕ.
– Кунта донник акнăччĕ, – терĕ “Асамат” ТЯО ертÿçи Г.Ишмейкин, районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен семинар-канашлăвĕнче. – Темиçе çул хушши ăна пухса кĕртнĕ хыççăн кăçал çав лаптăка ĕне кĕтĕвне кăлартăмăр. Курăк лайăх, продуктивлăх та ÿссех пырать. Кĕтÿ¬çĕсемпе дояркăсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк.
Семинар-канашлăва хутшăннисем пушмак пăрусем çÿренĕ çĕре те çитсе курчĕç. 135 пуç вĕсем. Урăхла каласан, сумалли пулас ĕнесем. Çамрăк выльăхсене паян лайăх тăрантарсан, ыран вĕсен продуктивлăхĕ пысăк пулать.
Штанашри ĕне ферминче те пулчĕç хăнасем. Кунти ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ. Сунă сĕт пăрăх тăрăх холодильнике пырса тăрать. Ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелени дояркăсене вăхăта перекетлеме май парать.
– Эпир паян Штанашри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕ-хĕлĕпе, опычĕпе паллашрăмăр, – терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономикăпа пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.Самылкин, пурте ялти Культура çуртне пухăнсан. – Чăнах та, хĕл кунĕсенче “Асамат” ТЯО кăтартăвĕсем пĕчĕк¬ленчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак отрасль лайăхрах аталанасса шанма пулать. Ĕнесемпе пăрусен умĕнчен ешĕл курăк, таса шыв татăлмасть.
Районти тĕп зоотехник С.Кчетков докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: хĕллехи тапхăрта районĕпе 500,1 тонна аш-какай туса илнĕ. Ку малтанхи çулхинчен 94,7 тонна нумайрах. Апла пулин те В.Никитин фермер хуçалăхĕнче аш-какай хатĕрлессине 8,4 тонна, “Аккозинский” – 7,3, “Победа” хуçалăхра 3,5 тонна чакарнă. Çак пĕрлешÿллĕ предприятисенче выльăхсене ÿт хуштарасси те япăх пулса пынă.
Хĕл кунĕсенче районти дояркăсем пурĕ 2698,7 тонна сĕт туса илнĕ. Çакă малтанхи çулхинчен 253 тонна сахалрах. Тĕслĕхрен, “Асамат” ТЯО 131,2 тонна, “Аккозинский” ЯХПК – 89,8, “Путь Ильича” – 82,3, “Коминтерн” ЯХПК 27,8 тонна чакарнă.
Уйрăм дояркăсенчен “Свобода” колхозри районта малта пыракан Г.Сухарева кăтартăвĕсем чăннипех савăнтараççĕ. Вăл пĕлтĕр хăй пăхакан ушкăнра кашни ĕнерен 5354 килограмм сĕт суса илнĕ. Сăмах май, 5 пин чикки урлă каçнисем пирĕн тăватă доярка. 2006 çулта икĕ çын кăна пулнă. Иртнĕ çул 17 доярка ĕне пуçне 4 пин килограмм ытла сĕт сунă. Çав вăхăтрах вĕсенчен виççĕшĕ кăçал хăйсен кăтартăвне чакарнă.
Çакна та палăртмасăр иртеймĕн. Пĕлтĕр, виçĕмçулхипе танлаштарсан, ĕне выльăх хисепĕ 326 пуç сахалланнă. Вăкăрсем малтанхинчен 32-шер грамм каярах ÿт хушнă. Сыснасен ÿт хушаслăхĕ 10 грамм ытларах. Ĕне пуçне сĕт сăвассипе 105 килограмм чакарнă.
Лайăх ĕçлекен хуçалăхсем те пур. “Свободăра” кашни ĕнерен çулталăкра 5042 килограмм, “Коминтернра” – 4268, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче – 4011, “Нивăра” – 3243, “Победăра” 3544 килограмм сĕт сунă. “Нива” ЯХПК-ра тата В.Никитин фермер хуçалăхĕнче кăна аш-какай туса илессин калăпăшне, ĕне выльăх хисепне ÿстернĕ. “Коминтерн” ЯХПК-ра сысна ĕрчетессипе тата йышне ÿстерессипе аван ĕçленĕ.
Сергей Николаевич семинар-канашлăва хутшăнакансене выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пыма, çак тĕллевпе апат çите¬лĕклĕ хатĕрлесе хăварма, рациона микро- тата макроэлементсемпе пуянлатма чĕнсе каларĕ.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин тĕп врачĕн çумĕ А.Самышкин пахалăхлă продукци илес тесен пур çĕрте те профилактикăлла ĕçсене анлăн сармаллине палăртрĕ. Уйрăмах сикекен чирсене сарăлма памалла мар. Çавна май выльăхсене прививкăсем тумалла. Апат пахалăхне тĕрĕс¬леттермелле.
“Свобода” колхоз председателĕ В.Бромбин хăй ертсе пыракан хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци пахалăхне лайăхлатма çĕнĕ технологипе ĕçлени пулăшни çинче чарăнса тăчĕ. Кунта пĕлтĕр сĕт пăрăхне ĕçе кĕртнĕ. Ăна тума патшалăхран 5 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕне вăтамран куллен 17,5 килограмм сĕт антарать. Ĕнесене симĕс курăкпа пĕрлех 4 килограмм концентрат çитереççĕ. Самăртма хупнă выльăхсене ăна чĕрĕ виçине кура параççĕ. Пăрусем валли типĕтнĕ сĕт туяннă.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ В.Абрамов ферма ĕçченĕсене ĕçлеме кирлĕ условисем туса парасси çине тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕ. Ĕç хыççăн çăвăнса тасалма душсем, сывлăха тĕрĕс¬леттерсе тăма сывлăх пÿлĕмĕсем йĕркелемелле. Ĕçлекенсене уйăхра икĕ хутчен ĕç укçи тÿлемелле. Ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнни вара инкекрен хăтăлма пулăшĕ.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти семинар-канашлăвĕн ĕçне А.Самылкин пĕтĕмлетрĕ.
– Хальхи вăхăтра районти ĕне пуçне талăкра вăтамран 12 килограмм сĕт суни сахал, – терĕ Александр Петрович. – Продукци ытларах илес тесен выльăхсене ешĕл курăкпа пĕрлех шыв çителĕклĕ кирлĕ. Кĕтÿçĕсене тырăпа, улăмпа, утăпа тивĕçтермелле, ĕç укçи ытларах памалла. Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Апла пулсан хĕл кунĕсем валли лайăх пахалăхлă апат çителĕклĕ хывса хăвармалла. Фермăсенче ĕçлеме çамрăк кадрсем кирлĕ. Ку енĕпе куллен ĕçлемелле.
Семинар-канашлăва хутшăннисем районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансене Чĕнсе каланине йышăнчĕç.