28 мая 2008 г.
Евгений Волков Атнарти вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренет. Пушă вăхăтра юрлама юратать. “Амăшĕн юнĕ чупать унра”, – теççĕ Женя пирки сăмах хускатсан. Елена Николаевна кунта пуçламăш классене ăс парать. Вăл юрă-ташă енчен питĕ пултаруллă. Ывăлĕн те çак туртăм пысăк. Арçын ача спортра та ÿсĕм тăвать.
Евгений районта иртекен фестиваль-конкурссене тăтăшах хутшăнать. Унăн репертуарĕнче тарăн шухăшлă, чуна пырса тивекен юрăсем. Кăçал вăл “Кашни талантăн хăйĕн çулĕ” фестивальте Ю.Шатуновăн юррисемпе сцена çине тухрĕ, 13-14 çулхи талантсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Çамрăксем хушшинче маттуррисем, пултаруллисем татах та чылай. Вĕсене малалла аталанма пулăшмалла.