28 мая 2008 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене пулăшу кÿрес, хавхалантарас тĕлĕшпе вĕсене çăмăл машинăпа е хваттерпе тивĕçтерсе пыраççĕ. Ку ĕç РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.
Çак ыйтусене тĕплĕн çутатас тĕлĕшпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе çыхăнтăмăр. Кăçал, Çĕнтерÿ кунĕпе 2 ветерана çăмăл машинăпа тивĕçтернĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 12 вăрçă инвалидне памалла, унсăр пуçне 6-шĕ укçан (100 пин тенкĕ) илме кăмăл тунă. Аса илтеретпĕр, автомашинăсене 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă ветерансене параççĕ. Вăл вăхăтра ятарлă медицина тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Тухтăрсем çăмăл машинăна кама парассине çав тĕрĕслев вăхăтĕнче татса панă.
Хваттер 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен черете тăнă вăрçă ветеранĕсене тивĕçет. Пĕр çын пуçне 22 тăваткал метр. Палăртнă тăрăх, çак пулăшу районти 6 çынна лекĕ.
2009 çулта пĕтĕмĕшле чир инваличĕсем 5-ĕн социаллă пулăшупа усă курĕç, вĕсене 100 пин тенкĕ укçа парĕç.