28 мая 2008 г.
Хальхи вăхăтра кăнтăрла та килте ларма шикленмелле. Каçпа вара пушшех те. Унта хĕнени çинчен илтетĕн, кунта вĕлернĕ, тепĕр çĕрте çаратнă, пусмăрланă... Телекуравĕ те хăрушла пулăмсем çинчен кăтартсах тăрать. Мĕнле ахăр самана пуçланчĕ-ха; Хирĕçлемĕпĕр, ку чăн пурнăçри.
Кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнче кăнтăрла Хирлÿкасси ялĕнче преступленилле ĕç пулни çинчен вулакансене пĕл¬тернĕччĕ ĕнтĕ – унта хĕрарăма ирĕксĕр пусмăрланă.
Криминаллă ĕçе çак ялти çамрăк Ф.Каримов тунă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, арçын ют кил-çурта вăрттăн, веранда чÿречинчен, кĕнĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ Г.Молякова çакна асăрхаса тухса кайма ыйтнă. Преступлени тăвас шухăшлă арçын ăна хирĕçленĕ, хĕнессипе хăратнă. Хăраса ÿкнĕ хĕрарăм пÿртрен тухса тарма хăтланнă, анчах урса кайнă вăйпитти çын хăваласа çитсе каялла пÿрте сĕтĕрсе кĕртнĕ, сас-чÿ кăларасран çăварне алăпа хупланă. Унтан усал шухăшлă çамрăк хĕрарăмпа ирĕксĕр ар çыхăнăвне кĕнĕ. Паллах, шар тÿснĕ хĕрарăм преступнике хирĕçленĕ. Лешĕ çĕçĕ илсе ăна вĕлерессипе хăратнă, хĕненĕ, кăмака умĕнчи пуленккепе пуçран çапнă, сывлăха сиен кÿнĕ. Çамрăк хĕрарăм тархасланине те “илтмен” усалскер. Ĕç-пуç кунпах вĕçленмен-ха. Вăл хĕрарăма пукан çине тăратса лартса кĕлеткине кантрапа ун çумне çирĕп çыхнă, аллисене – пуçри тутăрпа. Унтан вăл кил-çуртри хаклă йышши япаласемпе интересленнĕ – “LG” маркăллă 4 пин тăракан кĕсье телефонне зарядникĕпе пĕрле йăкăртнă та преступлени тунă вырăнтан тухса тарнă.
Çапла вара Ф.Каримов пĕр кунтах темиçе преступлени тунă. Ăна РФ УК 139 статйин 2-мĕш пайĕпе, 131, 127, 119 статйисен 1-мĕш пайĕсемпе, 161 статйин 2-мĕш пайĕн “г” пункчĕпе айăплаççĕ. Халĕ преступникĕн шăпине суд татса парĕ.