31 мая 2008 г.
Чи çамрăк юрăçа – Диплом
Майăн 24-мĕшĕнче Элĕкре чăваш эстрада юррисен регионсем хушшинчи “Виръял шевлисем” черетлĕ фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 15 районпа хула, Тутар республикинчи, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенчи чи лайăх юрăçсем хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Унăн учредителĕсем – Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствипе Элĕк район администрацийĕ.
Фестивале хутшăнакансем ултă номинацире ăмăртнă, 60 çын ытла сцена çине юрăпа тухнă. Пирĕн район чысне Ачкасси мăнукĕ 8 çулхи Валерия Иванова хÿтĕленĕ. Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх ăна чи çамрăк юрăç тесе ЧР Культура министерствин Дипломĕпе наградăланă.