АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра – Уçă алăксен кунĕ

31 мая 2008 г.

Майăн 27-мĕшĕнче библиотекăсен кунне паллă турĕç. Çак уява 1795 çулта Раççейре пĕрремĕш патшалăх библиотекине туса хунипе çыхăнтарнă. Пирĕн çĕршывра ăна 1995 çултанпа паллă тăваççĕ.

Иртнĕ ытлари кун районти тĕп библиотекăра Уçă алăксен кунне тата “Ырă ĕç ту – библиотекăна кĕнеке парнеле” ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Вулавăша çÿрекенсем çав кунхине “Библиотека – чун керменĕ”, “Юратнă кĕнекесем”, “Эпĕ хамах психолог” кĕнеке куравĕсемпе, реклама материалĕсемпе, тĕрлĕ информаципе, памяткăсемпе, “Библиотека тата вулакан” электронлă презентаципе паллашнă.

Çавăн пекех кĕçĕн çулхи ачасене вулакансен йышне йышăннă, вĕсене алă çинчи “Виçĕ сысна çури” театр, мультфильмсем кăтартнă, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнтарнă. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем библиотека ĕçĕпе интересленнĕ. Вулавăшра тăрăшакансем тулли хуравсем пани уява хутшăнакансен кăмăлне çĕкленĕ.

Уçă алăксен кунĕнче библиотекăра 100 çын ытла пулса курнă. Нумайăшĕ кĕнеке фондне пуянлатас тĕллевпе чылай произведенисем парнеленĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 5-6 классенче вĕренекенсем уявра хăйсен активлăхĕпе уйрăмах палăрнине асăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика