АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ăшшине туйса

31 мая 2008 г.

Ватă çыншăн тăрăшни – сăваплă, теççĕ. Чăнах та, çакăнтан ырăраххи, пахараххи мĕн пур-ши

Районти Ваттисен çурчĕсенче паянхи куна 37 ветеранпа инвалид пурăнать. Çав шутран 10 арçын, 27 хĕрарăм. Вĕсен вăтам çулĕ 70-пе танлашать. Пурне те социаллă ĕçченсем куллен пăхса-асăрхаса тăраççĕ. Çакă интереслĕ: пенсионерсене сывлăхпа психика енчен çирĕплетес тĕллевпе кашнин интересне кура тĕрлĕ кружоксем йĕркеленĕ. Уяв кунĕсенче ваттисем патне ача сачĕсен, шкулсен тата ялти Культура çурчĕсен пултарулăх коллективĕсем килеççĕ, юрă-ташăпа савăнтараççĕ.

“Чăваш Республикинчи çынсене 2008-2010 çулсенче социаллă хÿтлĕх парасси” программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе социаллă пулăшупа тивĕçтересси анлăланнă, укçа тÿлемелли çĕнĕ тарифсене ĕçе кĕртнĕ, кунпа пĕрлех ватăсене пахча-çимĕç культурине çитĕнтерме çĕр хатĕрлесе, япалисене çуса-якатса парасси йăлана кĕрсе пырать, мунча хутас, выльăхсене пăхас ĕçсенче те вĕсене пулăшаççĕ.

Кĕскен калас пулсан, Ваттисен çурчĕсенчи аслă ăру çыннисем кунта килти пекех çемье ăшшине туйса пурăнаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика