31 мая 2008 г.
Чăваш Республикинче ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсен шучĕ сахалланнă пулин те, çул çинче вĕсем аманнин лару-тăрăвĕ çивĕч тăрать-ха. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Ен территорийĕнче çул-йĕр инкекĕнче 2 ача вилнĕ, 42 аманнă. Вĕсен айăпĕпе 18 авари пулнă.
Ачасемпе çыхăннă çул-йĕр инкекĕсенчен ытларахăшĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче пулса иртет. Çамрăк ăру пурнăçне, сывлăхне сыхласа хăварас тĕллевпе район территорийĕнче майăн 26-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен «Асăрханăр – ачасем!» операци ирттерме палăртнă.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ ашшĕ-амăшĕсене, педагогсене ачасемпе автоçулсем çинче, урамра асăрхануллă пулмалли çинчен калаçусемпе занятисем ирттерме сĕнет.