АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Майĕпен çÿретĕн – аякка çитетĕн»

31 мая 2008 г.

тенĕ каларăша водительсем çирĕп пăхăнсан, çул-йĕр çинче аварисем, тен, сахал пулĕччĕç. Çук вĕт, çил хăвалакансем çав-çавах тупăнкалаççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче 5 авари пулнă, инкекре 2 çын вилнĕ, 3-ĕн суранланнă.

Аварисем водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, руль умне эрех ĕçсен ларнипе, çул-йĕр правилисене сĕм¬сĕррĕн пăснипе тата çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулни палăрать. Акă, май уйăхĕнче 2 пысăк инкеке регистрациленĕ. Пĕрремĕшĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи Советски урамĕпе аслă çул çине тухнă çĕрте пулнă.

Пĕр ирхине Питĕркасси хĕрарăмĕ М.Быкова “Запорожец” автомашинăпа çула тухнă. Вăл Советски урампа хăпарса аслă çул çине тухма хатĕрленнĕ. Етĕрне енчен “Мерседес” автофургон килнине асăрхаман-ши е çул-йĕр правилисем пирки маннă хĕрарăм, “Запорожец” фургонпа çапăннă. Хĕрарăм-водитель йывăр сурансемпе больницăна лекнĕ, автомашина юрăхсăра тухнă. Айăпли кунта çăмăл автомашина хуçи. Вăл фургона çул паман, çавна пулах инкек тÿснĕ.

Кив Атикассинчи аварие пула водителĕн кун-çулĕ татăлнă. Ку ĕç майăн 17-мĕшĕнче 20 сехетре пулнă. Евгений Тиверкин ВАЗ-21099 автомашинăпа пысăк хăвăртлăхпа пынă, техникăна пăхăнтарайман, кювета çаврăнса ÿкнĕ. 30 çултан иртнĕ арçынна йывăр сурансемпе больницăна илсе çитернĕ, анчах шурă халатлисем темле тăрăшсан та çамрăкăн пурнăçне çăлса хăварайман. Майĕпенрех çÿренĕ пулсан, çак инкек пулмĕччĕ.

Çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть тесе ахальтен каламаççĕ çав. Çакна водительсен манас марччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика