АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прививкăран пăрăнмалла мар

31 мая 2008 г.

Вируслă «В» гепатит – ерекен чир. Вăл çын ăш-чиккине лексессĕн пĕвере сиенлет. Çак чирĕн пысăк хисепĕ юнра, сĕлекере тĕл пулать.

Чир пуçламăшĕн малтанхи тĕп палăрăмĕсем шăнса пăсăлнă чухнехи пекех. Ун чухне ÿт температури ÿсет, вăй-хал чакать, шăмă сыпписемпе мышцăсем ыратаççĕ, хăстарать, апат анаслăхĕ чакать... Хăш-пĕр çынсен сарă тĕс тапса тухать. Вируслă «В» гепатит яланах сарă тĕсленмесĕр те пулма пултарать.

Мĕнле майпа пулса пырать-ха вируслă «В» гепатитпа чирлесси; Чир юнпа куçса çÿрет. Вирус çынран çынна çапла куçать: амăшĕнчен ачисене (çуратнă чухне), ар çыхăнăвĕ вăхăтĕнче, ушкăнпа пĕр шприцпа усă курсан.

Хăрушă чиртен епле упранмалла; «В» гепатит – вăйлă ерекен чир. Чир ернĕ кашни виççĕмĕш çын хăй чирленине те пĕлмест. Сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри вăл – прививкăна вăхăтра тутарни. Тин çуралнă ачасене прививка тумасăр хăварма юрамасть.

2008 çулта «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕ¬шÿллĕн 18-35 çулсенчи 1596 çынна «В» гепатитран пĕрремĕш хут вакцинациленĕ, иккĕмĕш – 1298, виççĕмĕш – 950. Вакцинаци мероприятийĕ малалла пырать. Кĕркунне 35-55 çулсенчисене «В» гепатитран прививка тума тытăнаççĕ.

Прививкăран пăрăнмалла мар. Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла, больницăна çÿремелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика