04 июня 2008 г.
Ют чĕлхене вĕренме те, вĕрентме те çăмăл мар. Çапах та учителĕн тăрăшулăхĕпе ачасем ют чĕлхесене юратсах вĕренеççĕ. Уйрăмах вĕсем чи пирвайхи сас паллисене кăмăлпа ăша хывса пыраççĕ.
Ачасене çирĕп пĕлÿ парас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕллевсемпе ют чĕлхене вĕрентекенсем час-часах ĕçлĕ тĕл пулусене пухăнаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Етĕрне районĕнчи Хучашри миллионер-шкулта пултăмăр, çĕнĕ методикăпа йĕркеленĕ уроксене куртăмăр. Унтан районти тĕрлĕ шкулсене тухса çÿрерĕмĕр, вĕрентекенсен паха опычĕсемпе паллашрăмăр. Кунта ют чĕлхеçĕсем тĕрлĕ проектсен презентацийĕсене ирттерчĕç, ачасем вĕсене тĕрлĕ енчен тарăннăн сăнласа пачĕç. Акă, Тралькассинчи М.А.Кабардаеван вĕренекенĕсем “Пирĕн класс” проекта уçса пачĕç, мăнэтменсем – “Манăн ĕмĕтри çурт”, шулюсемпе питĕркассисем – “Манăн çемье”, хĕрлĕчутайсем “Париж тăрăх çул çÿревре” проектсене хÿтĕлерĕç. Атнарти Н.А.Зайцева учитель йĕркеленипе ачасем “Кушаксем” ятлă мини-спектакль лартса пачĕç. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕренекенĕсем паха стена хаçачĕ хатĕрленĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем экологи ыйтăвне хускатрĕç, Штанаш шкулĕнче ăс пухакансем Великобритани, Лондон, Мускав хулисем çинчен ют чĕлхепе уççăн каласа пачĕç. Асăннă шкулти 7-мĕш классем тĕрлĕ профессие сăнланă ÿкерчĕксемлĕ проектпа паллаштарчĕç.
Вĕренÿ çÿлĕ тăршшĕпех ют чĕлхене вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ парассипе тăрăшса ĕçлерĕç, акăлчан-нимĕç-француз чĕлхисен кăткăслăхне алла илме пулăшрĕç. Çакă паха – мероприятисене ачасене те хастар хутшăнтарчĕç.
Кăçалхи юлашки семинар-канашлура ют чĕлхеçĕсем тепĕр çул татах та ăнăçлăрах ĕçлеме тĕллев лартрĕç.