04 июня 2008 г.
Эпĕ кашни кун шкула чупаттăм. Мĕншĕн питĕ хĕпĕртеттĕм-ха; Мĕншĕн тесен пире кашни ир класра, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ, чи ырă кăмăллă, пире чунтан юратакан учительница, Галина Еноховна Бархоткина ăшшăн кĕтсе илетчĕ, çепĕççĕн сывлăх сунса урок пуçлатчĕ.
Галина Еноховна – пирĕн пĕрремĕш учительница. Класра 17 вĕренекен. Вăл-çке пире пĕрремĕш сас паллисемпе паллаштарчĕ, парта хушшинче тĕрĕс ларма, вулама-çырма, шутлама, ÿкерме, юрлама та ташлама тăрăшсах вĕрентрĕ. Г.Е.Бархоткина пиртен ăслă-тăнлă, тÿрĕ чунлă, ырă-сывă çын тăвассишĕн чĕререн тăрăшрĕ. Юратнă учителĕмĕр кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе интереслĕ ирттеретчĕ, эпир йăнăшсан темăна тепĕр хут лăпкăн ăнлантаратчĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисем час-часах иртетчĕç. Класс ертÿçи пире юлташсемпе туслă пулма, аслисене хисеплеме, ырăпа усала уйăрма, çут çанталăка юратма вĕрентрĕ. Класри ачасем пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр. Галина Еноховна ертсе пынипе эпир шкулта иртекен пур мероприятисене те хутшăнаттăмăр, ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илеттĕмĕр. Акă, нумаях пулмасть иртнĕ «Çăлтăр сехечĕ», «Хаваслă старт» конкурсенче, шашкăлла выляс ăмăртура пирĕн класс 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Районта пуçламăш классем хушшинче чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр, республикăра иртекен олимпиадăна та хутшăнтăмăр.
Галина Еноховна – шкулта ĕçлесе пысăк опыт пухнă педагог. Уçă, ырă чунлăскер, кирек кама та кирлĕ сĕнÿ-канаш парса пулăшать. Çавăнпа вăл коллективра та хисепре. Кăçал Галина Еноховна «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса хутшăнчĕ.
Пуçламăш шкулпа сыв пуллашмалли вăхăт та çитрĕ. Эпир, 4-мĕш классем, пĕлÿ тĕнчипе паллаштарма пуçланă чи пĕрремĕш учительницăна яланах асра тытăпăр. Пире 4 çул хушши вĕрентсе ăс панăшăн, анне пекех юратнăшăн тав сăмахĕ калатпăр.