04 июня 2008 г.
Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД уйрăмĕсенче регистраци учетĕнче автомототранспорт хатĕрĕсем пурĕ 236762 единица шутланса тăраççĕ. Иртнĕ çул патшалăх техника тĕрĕслевне мĕн пур автомототранспортăн 58 процентне çеç тăратнă. Районти ГИБДД уйрăмĕнче вара учетра пурĕ 3628 единица транспорт тăрать. Вĕсенчен 1810-шĕ уйрăм çынсен, 707-шĕ – юридици сăпачĕсен, мототранспортсем – 1111 единица.
Районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ усă курма юрăхсăр транспортсен хуçисене вĕсене учетран кăларма сĕнет. Çак ĕçе пурнăçлама Çĕмĕрлери ГИБДД уйрăмĕн техника тĕрĕслевĕпе регистраци пайне каймалла. Çумра паспорт, регистраци докуменчĕсем тата транспорт хатĕрĕн патшалăх регистраци палли пулмалла. Палăртмалла, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариатĕнче те учетра тăракан автомототранспорт хатĕрĕсене чи малтан унта кайса учетран кăлармалла, кайран кăна Çĕмĕрлери çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцине çул тытмалла.