04 июня 2008 г.
Шупашкарти Пичет çуртĕнче «Хыпар» хаçатăн малтанхи редакторĕ Н.В.Никольский (1878-1961) çуралнăранпа 130 çул тата асăннă хаçатăн 25000-мĕш номерĕ пичетленсе тухнине халалласа май уйăхĕн вĕçĕнче обществăлла корреспондентсен черетлĕ 2-мĕш съездне ирттерчĕç. Унăн ĕçне «Хыпар» хаçатăн хальхи редакторĕ А.П.Леонтьевпа унчченхи редактор А. П.Казанов, ЧР Журналистсен Союзĕн правлени председателĕ В.П.Комиссаров, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова, Шупашкарти педучилище директорĕ В.В.Сапожников йĕркелесе ертсе пычĕç: сăмах тухса каларĕç, çыравçăсене тав турĕç, чи активлисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Съезда хамăр республикăран çеç мар, кÿр¬шĕллĕ облаçсемпе республикăсенчен те делегатсем килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн район делегацийĕ те пур: Виталий Стекольщиков пенсионер, Галина Зотова тата Геннадий Савельев райхаçатăн обществăлла корреспонденчĕсем. Палăртмалла: республикăри массăллă информаци органĕсемпе тачă çыхăну тытса тухăçлă ĕçленĕшĕн вĕсем наградăсене ти¬вĕç¬рĕç.
Съездра усăллă сĕнÿ¬семпе тухса калаçакансем йышлă пул¬чĕç. Кун пек мероприятие час-часах ирттерме тата çитес çулсенче «Энциклопедия Союза журналистов Чувашии» кĕнеке-справочник пичетлесе кăларма палăртса хăварчĕç.