АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар служби – пурнăç шкулĕ

04 июня 2008 г.

Çамрăк çыншăн çар служби – пурнăç шкулĕ, теççĕ. Çирĕп сывлăхлă, ăслă-тăнлă каччăсен çĕршыва сыхламаллах ĕнтĕ. Халĕ, авă, вĕсене хĕсмете çулталăклăх кăна илсе каяççĕ. Çак вăхăтра пурте класлă специалистсем пулса тăраççĕ, тăван тăрăха чăн-чăн арçынсем пулса таврăнаççĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕ çара каякан çамрăксене асра юлмалăх савăнăçлă каçсем йĕркелесе пама тăрăшать. Акă, кăçалхи майăн 12-мĕшĕнче Хурапырти Олег Федоров çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Ăна ял-йыш ял клубне пухăнса ăсат¬нă, службăна лайăх ирттерме ырлăх-сывлăх суннă.

Июнĕн 1-мĕшĕнче вара Питĕркассинче çуралса ÿснĕ Михаил Падюковпа Михаил Ермолаевăн салтак ячĕ тухнă. Иккĕшне те малтанхи каç ялти Культура çуртĕнче халăхпа чысланă. Ашшĕ-амăшĕ, салтак-ветерансем çĕршыва çирĕп сыхлама, çар ĕçне вĕренсе ăста специалистсем пулма чĕнсе каланă, пĕчĕк парнесемпе савăнтарнă.

Кăçал çуркуннехи призывпа Питĕркасси ял тăрăхĕнчи ялсенчен 10 çамрăк çар службине тухса каймалла. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура ăсатасси йăлана çирĕп кĕрес¬шĕн.

Г.ПЕТРОВ.

Çар служби – пурнăç шкулĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика