04 июня 2008 г.

1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнисене, вăрçăра пуç хунисене сума суса тата çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас тĕллевпе республикăра çулсерен “Юрла, салтак, юрла!” фестиваль-конкурс йĕркелеççĕ. Майăн 30-мĕшĕнче Элĕк районĕнче зонăри фестиваль иртнĕ. Район чысне хÿтĕлеме А.Столярова (райадминистраци ĕçченĕ), П.Васюкова (пенсионер), И.Григорьев (районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ) хутшăннă. Альбина Михайловна куракансене хăй çырнă хĕрÿллĕ те чуна хумхантаракан “Надежда, Вера и Любовь” сăвăпа тыткăнланă. Перасковья Ивановна халăх хушшинче анлă сарăлнă авалхи юрăсемпе сцена çине тухнă. Илья Григорьев алла купăс тытса чăваш халăх юрри-кĕввисене ăста вылянă. Сăмах май, ăмăрту çивĕч иртнĕ. Жюри членĕсене чи пултаруллисене суйласа илме çăмăл килмен. Чăваш наци культурипе патриотизм тематикисене тарăннăн çутатнăшăн жюри хĕрлĕчутайсен пултарулăхне пысăк хак панă. Юлашкинчен фестивале хутшăннă кашни конкурсанта “Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне парса чысланă.