АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх кăтартаççĕ

04 июня 2008 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, кăçал та республикăра Ача-пăча фончĕн «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Пархатарлă та сăваплă ĕçе – районти çывăх тăванĕсен ăшшисĕр тăрса юлнă тата йывăр шăпаллă ачасене, çул çитмен сусăрсене, йышлă çемьесенче çитĕнекенсене, çамрăк талантсене пулăшма – хăйсен тÿпине хывас текенсем йышлансах пыраççĕ. Июнĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикипе Ача-пăча фондне пĕтĕмпе 6 миллион та 662 пин те 545 тенкĕ те 9 пус пухăннă, пирĕн районтан пурĕ ыр кăмăллăх марафонне 74 пин те 69 тенкĕ хывнă, кÿршĕ Элĕк районĕнчен – 32 пин те 956 тенкĕ, Етĕрнерен – 187 пин те 807 тенкĕ, Çĕмĕрлерен – 530 пине яхăн. Районĕпе илес пулсан, ыттисенчен ытларах ыр кăмăллăх кăтартакансен йышне шалти ĕçсен пайне (вĕсем 20 пин те 899 тенкĕ хывнă), «Резон» обществăна (10 пин тенкĕ), ял тăрăхĕсенчен хусанушкăньсемпе киватикассисене кĕртме пулать.

Хаклă вулаканăмăрсем, халăх нимине – ыр кăмăллăх марафонне эсир те хăвăр тÿпĕре хывса ачасене телей парнелессе шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика