АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пантьăкра таса шыв пулатех

04 июня 2008 г.

Пантьăкра таса шыв пулатех

РФ Правительстви, ЧР Президенчĕ Н.Федоров та ялсене аталантарас ыйтăва çивĕч çĕклерĕç. Çакна пĕтĕмпех ялта ĕçлесе пурăнакансен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Ялсене пахалăхлă шывпа тивĕçтерес программăна та этемĕн сывлăхĕшĕн тăрăшассипе йышăннă. Акă, Пантьăк, Хирлÿкасси тата ытти ялсенех илер. Кунта пурăнакансем ĕмĕ¬рĕпех ĕçмелли таса шыв çителĕксĕррипе нушаланаççĕ. Кăçал Пантьăкра шыв уçлакан башня, ялти урамсене пăрăхсем хывассипе çине тăрса тимлеççĕ. Ку ĕçре Шупашкарти “БМК” Водоснабжение” тулли мар яваплă обществăн (директорĕ В.И.Павлов) бригади тăрăшать. Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.В.Музяков пĕлтернĕ тăрăх, подрядчиксем хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пыраççĕ. Виталий Владимирович яла таса шыв кĕртсе çитерме пурĕ 5 миллион та 400 пин тенкĕ укçа уйăрнине каларĕ. Вăл шутран район бюджетĕнчен – 800 пин, Пантьăк ял тăрăхĕнчен – 280 пин ытти укçа пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен.

Пантьăксем ЧР Президенчĕн сăмахĕ пурнăçа кĕрсе пынине куçпа курса савăнаççĕ. Халĕ кунта хăватлă техникăсем Çеçпĕл Мишши тата И.Ульянов ячĕллĕ урамсене шыв пăрăхĕсем хываççĕ.

Вырăнти влаç органĕ тăрăшсан, подрядчиксен ĕç хăвăртлăхĕ чакмасан кăçал кĕркунне Пантьăк ялĕнче таса шыв пуласси иккĕлентермест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика