АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшма тăрăшаççĕ

07 июня 2008 г.

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта телефон шăнкăртатрĕ. Шупашкарта Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕренекен хĕр ачан амăшĕ иккен. Вăл 15 çулхи ачи çуллахи каникул кунĕсенче ĕçлеме кăмăллани пирки пĕлтерет.

– Ăна валли вăхăтлăх ĕç пур, – терĕ биржа бухгалтерĕ И.Ивантаева. – Вăл район центрĕнчи “Пилеш” ача садне вырнаçма пултарать. Срокĕ 15 кун. Пирĕн пата паспорт, ИНН свидетельстви илсе килмелле тата перекет банкĕнче счет уçмалла.

– Ăнлантарнăшăн пысăк тав, – калаçăва вĕçлерĕ хĕрарăм.

Çапла, кашни кунах килеççĕ е шăнкăравлаççĕ ĕçпе тивĕçтерекен центра. Инспекторсем клиентсене кирек хăш вăхăтра та ăшшăн йышăнаççĕ, ăнлантараççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Ĕç шыракан çыннăн кăмăлĕ çĕкленÿллĕ мар, паллах. Çакна шута илсе ăна ырă сунса кĕтсе илеççĕ, кăмăллăн ăсатса яраççĕ.

– Опытлă преподавательсем пулăшнипе 15 граждан професси илчĕ, ĕç квалификацине ÿстерчĕ, – пĕлтерчĕç ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем. – Çакăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вун пилĕк арçынпа хĕрарăм малашне йĕркеллĕ шалу илме тытăнĕç. Ку çемьешĕн питĕ лайăххи каламасăрах паллă.

Ĕç тупас ыйтупа пĕлтĕр центра 945 çын пынă. Пĕрисене нумайрах тÿлекен вырăн интереслентерет, теприсем пособи илсе тăрас е ĕç стажне сыхласа хăварас кăмăллă. Вăхăт çитиччен пенсие тухасшăннисем те пур. Çуллахи каникул кунĕсенче вара ачасен ĕçлес кăмăлĕ çĕкленет. 2007 çулта 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас енĕпе федераллă бюджетран 225,3 пин тенкĕ уйăрса панă. Ĕçе кĕрес ыйтупа биржăна пурĕ 480 вĕренекен пынă. Вĕсене вăтамран 14 кунлăх ĕç тупса панă, кашни 469 тенкĕ ытларах ĕçлесе илнĕ.

Центр кăçалхи тапхăрта 349 çынна ĕç тупса пама хутшăннă. Çав шутран 260-шне ĕçпе тивĕçтернĕ. Граждансенчен ытларахăшĕ урăх облаçсене тухса каять. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те чылай çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă. Пĕчĕк бизнеспа ĕçлес тĕллевлисем те сахал мар халĕ. Кун пеккисем 16-ăн пухăннă, вĕсене предприниматель тивĕçĕсене вĕрентнĕ. Центр урлă ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ пĕр çын ĕç тупнă.

Кăçалхи июль уйăхĕнче районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 17 çул тултарать. Çакна учрежденишĕн вăрăм ĕмĕр теме çук. Анчах çак тапхăрта миçе çынна ĕç тупма пулăшман-ши; Пĕлтĕр те, кăçалхи пилĕк уйăхра та биржа çынсене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вĕсем районта ĕçсĕрлĕх шайне чакарма пулăшнă.

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшакансем кăçал 8 организацие çитсе вĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе йышăннă саккуна мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă тата ытти те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика