07 июня 2008 г.
Марианна Юрьевна Григорьевская – пирĕн ентеш, Хĕрлĕ Чутайра çуралса ÿснĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнать. Хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ют чĕлхе факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Кайрантарах Мускаври управленипе право Академине пĕтернĕ, юрист пулса тăнă.
Кăçал вăл педагогика наукисен кандидачĕн ятне хÿтĕленĕ. Диссертаци теми – “Ачасем хăйсем çине алă хурассине асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçе лайăхлатасси”. Хÿтĕлеве хутшăннă профессорсемпе академиксем Марианна Юрьевнан ĕçне пысăк хак панă.
Хальхи вăхăтра М.Ю.Григорьевская Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕ. Вăл хăй патĕнче вĕренекен студентсене çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн нумай тăрăшать. Ăслăлăх ĕçĕсем çырать, çамрăксен тавра курăмне ÿстерсе лайăх специалистсем хатĕрлет.
Сăмах май, Марианна Юрьевнан ашшĕпе амăшĕ те Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Юрий Никонович Çĕн Атикассинче çуралса ÿснĕ, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинче ĕçлесе полковник званине тивĕçнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Венера Михайловна – Хĕрлĕ Чутайран, пенсире пулин те Юстици министерствинче вăй хурать.