11 июня 2008 г.
Ĕç – пурнăç тыткăчи тетпĕр. Чăнах та, тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. Вăй хумасăр, тар тăкмасăр шурă шатрун пÿрт çĕкленсе ларнине курнă-и эсир; Ĕçлемесĕр тыр-пул та ÿстерейместĕн, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетейместĕн. Ку кăна-и; Пур çĕрте те эффективлă, укçа-тенкĕне перекетлесе тыткалама вĕренмелле. Çакăн пек чухне туса илнĕ продукцин хăй хаклăхĕ пĕчĕк пулать. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансемпе специалистсем лайăх пĕлеççĕ. Анчах пур çĕрте те перекетлĕхпе тирпейлĕхшĕн тăрăшни сисĕнсех кайманнине курма пулать.
Иртнĕ çул виçĕм çулхинчен 20 процент сахалрах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Тыр-пул туса илнĕ çĕрте 29295 пин тенкĕ тăкакланă. 2006 çулта ку кăтарту 27660 пин тенкĕпе танлашнă. Çапла вара пĕр центнер продукци хăй хаклăхĕ ун чухне 241 тенкĕ пулнă. Пĕлтĕр вăл 359 тенкĕне çитнĕ. Акă, вăрлăх тата лартмалли материалшăн 5262 пин, минерал удобренийĕсемшĕн 6668 пин, çунтармалли тата сĕрмелли материалсемшĕн 3607 пин тенкĕ пĕтернĕ. 2007 çулта пĕр центнер çĕр улми хăй хаклăхĕ 242 тенкĕ пулнă. Ку малтанхи çулхинчен вунă тенкĕ ытларах.
Экономика тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă хуçалăхсем пур районта. Кун пеккисенче укçа-тенкĕне сапалама мар, пухма тăрăшаççĕ. Акă, “Свобода” колхозра пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕр центнер туса илме 216 тенкĕ кăна тăкакланă. “Нива” кăтартăвĕ 315 тенкĕ. “Искра-Хмель” хупă акционерлă обществăн вара 1180 тенке çитсе ларнă. Çакă хуçалăхра энергие перекетлекен технологипе усă курманнине пĕлтерет ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологи пĕр гектар лаптăкра 30 литр топливо перекетлеме май парать. Урăхла каласан, 2,3 хут сахалрах çунтармалли япаласем тухса каяççĕ.
Паянхи пурнăç ял çыннисем умне тĕрлĕ ыйту кăларса тăратать. Вĕсене татса парас тесен хуçалăх касси пуян пулмалла. Анчах мĕн куратпăр-ха эпир; Чылай коллективлă предприяти панкрута тухса сапаланса кайрĕ. Укçа-тенкĕ ĕçлекелесе тупакансем тытăнса тăраççĕ-ха. Вĕсем малалла туртăнаççĕ, экономика никĕсне çирĕплетсе пыма тăрăшаççĕ. Патшалăх та пулăшать. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллатнă кредитсем параççĕ. Кредитсемпе усă куракансем выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнетеççĕ. Наци проектне пурнăçа кĕртме пуçланăранпа хуçалăхсем 34,569 миллион тенкĕ илнине палăртмасăр иртме çук.
Иртнĕ çул районĕпе пĕр центнер сĕт туса илме 604 тенкĕ тăкакланă. Виçĕм çулхи кăтарту кунтан 87 тенкĕ сахалрах пулнă. Лайăх ĕçлекен хуçалăхсен шутне “Нива” кооператива кĕртмелле. Мучикассисен кăтартăвĕ – 418 тенкĕ. “Аккозинский” хуçалăх пĕр центнер сĕт илме 474 тенкĕ кăларса янă. Шел пулин те, ку енĕпе япăх ĕçлекенсем те çук мар. Сăмахран, “Сура” ЯХПК пĕр центнер сĕтшĕн 1225 тенкĕ тăкакланă. Çапла вара тăкак нумай пулни куç умĕнчех.
Хуçалăхсенче ĕне выльăх самăртасси тĕп вырăнта. Аш-какай ытларах туса илсен тупăшĕ те пулать. 2007 çулта районта вăкăрсене пĕр центнер ÿт хуштарма 5252 тенкĕ пĕтернĕ. Ку виçĕм çулхинчен 645 тенкĕ нумайрах. Ку енĕпе “Сура” хуçалăхăн кăтартăвĕ лайăх – пĕр центнер хăйхаклăхĕ 3666 тенкĕ. “Коминтерн” ЯХПК аш-какай туса илессипе ырăпа палăрнă хуçалăх. Кунта выльăхсене самăртас ĕçе лайăх йĕркелесе янă. Çулленех çу кунĕсенче апат тулăх хатĕрлесе хăвараççĕ. Иртнĕ çул сыснасен хисепне ÿстерессипе тата сысна какайĕ илессипе лайăх кăтартусем тунă. Ĕне выльăха пĕр центнер ÿт хуштарма 4172 тенкĕ тăкакланă. Пĕр центнер сысна какайĕн хăй хаклăхĕ 3791 тенке ларнă. Кĕскен каласан, атнарсенчен вĕренмелли нумай. Вĕсем хăй вăхăтĕнче патшалăхран 11 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ, хуçалăхăнне 9 миллион тенкĕ хушса тĕнче шайĕнчи сысна ферми çĕкленĕ. Пĕлтĕр Атнарти ĕне фермине – 2 витене – тĕпрен юсанă, хăватлă çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çакăн валли наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 7 миллион та 900 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ, хуçалăхăн 2 миллион тенкине хушнă.
“Коминтерн” – экономика енчен тĕреклĕ хуçалăх. Кунта ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи пилĕк пин тенкĕ ытла.
Тĕпрен илсен, атнарсен паха опычĕ пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Çĕннине, усăллине пурнăçа кĕртсе пыни никама та хур кÿмест ĕнтĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлесчĕ малашне пур çĕрте те.