11 июня 2008 г.
Паян уй-хире тухсан чун савăнать: çуртрисем чăшăлах шăтса тухнă, ыраш пучах кăларнă, кĕр тыррисем акма хатĕрленĕ лаптăксем хуп-хуран курăнса выртаççĕ... Хресчен, çăмăл мар пулин те, çĕр çинче яра куна тар юхтарать. Тыр-пул акса çитĕнтерет, унăн тухăçне ÿстерес тĕллевпе агротехникăна пăхăнма тăрăшать, органикăпа тата минерал удобренийĕсемпе усă курать, тĕрлĕ им-çам туянса çум курăксене хирĕç кĕрешет.
Ăçта калча пахалăхĕ лайăхрах; Уйсем тикĕс, шăйрăксем çук; Механизаторсем уй-хирте мĕнле ĕçленĕ, вĕсен ĕç пахалăхĕ еплерех; Çак ыйтусен хуравне тупас тата лайăххине палăртас тĕллевпе кăçалхи июнĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин ертсе пынипе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп агрономĕсемпе инженерĕсем, механизаторсем çула тухрĕç. Вĕсем чи малтанах И.Фадеев ертсе пыракан “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче пулчĕç. Ертÿçĕ тăрăшнипе сахал ĕç вăйĕпех уй-хир ĕçĕсене туса пыраççĕ. Пĕчĕк коллектив пахча çимĕç ытларах лартса ÿстерес тĕллевпе тăрăшать. Шел пулин те, кишĕр пĕр лаптăкра шăтса тухман. Вăрлăх пахалăхне тĕрĕс¬леттермен иккен. Халĕ тепĕр хут ĕç тума лекет. Унта купăста лартса хăварасшăн. Çакă продукци хăй хаклăхне ÿстерсе ярать те.
В.Никитин фермер хуçалăхĕн уйĕсенче калча лайăх шăтса тухнă. Анчах акнă чухне тăпрана минерал удобренийĕсем варăнтарса хăварман. Халĕ ÿсен-тăрансене хирĕç кĕрешсе тырă пуссине гербицид сапаççĕ.
“Нива” ЯХПК – юлашки çулсенче вăй илсе, тĕрекленсе пыракан хуçалăх. Ăна В.И. Мурайкин виççĕмĕш çул çеç ертсе пырать-ха. Владимир Иванович кĕске хушăрах специалистсемпе, уй-хир ăстисемпе пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлени куç умĕнчех. Акă, “Тритекале” текен сортлă çĕнĕ культура. Урăхла каласан, вăл ырашпа тулă гибричĕ. Ăна çитерсен выльăх-чĕрлĕх ытларах продукци парасса шанма пулать. Тралькассисен ытти культурăсем те лайăх аталанаççĕ. Анасем тикĕс, шăйрăксем çук. Хире тислĕк нумай кăларнă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлеççĕ.
“Коминтерн” производство кооперативĕ – районти чи пысăк хуçалăх. Унăн усă курмалли çĕр лаптăкĕ 2600 гектар ытла. Иртнĕ çул кĕрхи культурăсем 650 гектар акса хăварнă. Кăçал 756 гектар çуртрисем, 398 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. Мĕн пур лаптăка минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Калча шăтса тухса вăй илнĕ май тыр пул пуссине гербицид сапнă, çавна май уйсенче çум курăк çук. Çакна та палăртса хăвармалла пулĕ. Кăçал района 700 тонна минерал удобренийĕсем кÿрсе килнĕ. Çав шутран çуррине атнарсем туяннă. Уй-хирте çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă механизаторсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çур акинче лайăх ĕçлесе илнĕ, техника çĕнĕ, унăн ĕç тухăçлăхĕ аван.
“Асамат” хуçалăха Г.Н.Ишмейкин ертсе пыма тытăннăранпа 5-6 уйăх кăна-ха. Апла пулин те çирĕп утăмсем пур. Калча аван шăтса тухса кĕçеленнĕ. Шел пулин те, гербицидсемпе ĕçлеме пуçăнман. Кив Атикасси çывăхĕнче, çул хĕррипе, калчана пиçен пусса илнине курма пулчĕ. Хальтерех хими им-çамĕпе усă курмалла, кайрантарах вĕсене пĕтерме йывăрланĕ.
Çакă паха – кунта выльăхсене çитерме çĕнĕ культура – козлятник акса ÿстересси çине тимлĕ пăхаççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, вăл нумай çул симĕс масса пама пултарать. Кашни çул виçшер хут çулса пухса кĕртсен мĕн чухлĕ выльăх апачĕ пулать! Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх, Сĕнтĕкçырми уйĕнче козлятник 36 гектар. Ăна çулма тухнă. Пухăннисем Германире кăларнă курăк çулмалли тата салатса пухмалли техника мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Ĕç тухăçлăхĕ те, пахалăхĕ те лайăх. Хакĕ те пĕчĕк мар – 1 миллион тенкĕ ытла.
“Аккозинский” хуçалăх ертÿçи В.В.Устинов агроном та, инженер та хăех. Ăна ертÿçĕ тилхепине тыттарнăранпа вăхăт нумай иртмен-ха. Вăл халăхпа пĕрле кăçалхи çур акине вăхăтра ирттернине палăртма кăмăллă. Çĕмрĕк валашка умне тăрса юлнăскерех йывăрлăхсене çĕнтерме пултарчĕ. Туриçĕрпÿкассисем “Дария” çурхи тулă, “Бук” сĕлĕ акса хăварнă. Кун пек сортсем районта нихăш хуçалăхра та çук.
“Свобода” тата “Победа” хуçалăхсенче те çĕнни, лайăххи сахал мар. Ял çынни çĕр пире пурнăç панине, тăрантарнине, тумлантарнине аван ăнланать-çке. Ахальтен мар “хура тăпра ырлăхĕ – хура халăх пурлăхĕ” теççĕ. Çакăнтах “Путь Ильича” уçă акционерла общество пирки те асăнмасăр иртме çук. Пухăннисем калчасем лайăх шăтса тухнине палăртрĕç. Хуçалăх халĕ гербицид сапас ĕçре дельтопланпа усă курать. Кунта çавăн пекех 10-12 çул ахаль выртнă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртес тĕллевпе кăпкалатса хатĕрлессине япăх мар йĕркеленĕ.
Уйсен пахалăхне курса çаврăннă хыççăн семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ А.Б.Новикова чи малтан сăмах илчĕ.
– Паян эпир пур хуçалăхсен уйĕсене те çитсе куртăмăр, – терĕ вăл. – Тÿрех каламалла, кăçал акнă тырă иртнĕ çулхинчен лайăхрах шăтса тухнă. Хамăр малашне те тăрăшсан, Турă пулăшсан кĕркунне пÿлмесем тулли пуласса шанма май пур. Çапах ĕçре çитменлĕхсем те сахал мар. Минерал удобренийĕсем çителĕклĕ хывса хăвараймастпăр. Чăнах та, вăл хаклă, республикăри апат-çимĕç фончĕ ăна кирек хăш хуçалăха шанса та памасть. Уйсем тикĕс мар, мĕншĕн тесен хăш-пĕрисен кирлĕ ял хуçалăх машинисем çук. Апла çĕнĕ агрегатсем туянма тăрăшмалла. Лизинг мелĕпе туллин усă курмалла. Пусăçаврăнăшне пăхăнса пымалла. Тырра агротехникăлла кĕске сроксенче, вăхăтра акмалла. Çум курăксене пĕтерес ĕçре хими им-çамĕн усси пысăк. Мана козлятник уйĕсем килĕшеççĕ. Çак культурăран утă та, сенаж та тума юрать. “Тритекале” пысăк тухăç парать.
Пушă çĕрсене сухаласси сарăлса пыни аван. Ку енĕпе пăр тапранчĕ теме юрать. “Нива”, “Аккозинский”, “Победа” хуçалăхсем вăйлă тыр-пул туса илессишĕн тăрăшни савăнтарать.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Праулов çакна палăртрĕ: ял тăрăхĕн территорийĕнчи хуçалăхсен çĕрĕсене çырма-çатра каскаласа пĕтернĕ. Çапах та механизаторсем пĕчĕк лаптăксенчех тăрăшса ĕçлеççĕ, вĕсене ырламалла кăна.
Районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Ф.Коробков пĕлтернĕ тăрăх, уйсен пахалăхне хуçалăхсене икĕ ушкăна пайласа пĕтĕмлетмелле. Пысăкраххисем – “Коминтерн”, “Нива”, “Асамат” тата “Путь Ильича” пĕр ушкăнта, вĕсен çĕрĕсем 700-шер гектар ытла. Ыттисем – тепĕр ушкăнта, кусен çĕрĕсем 700-шер гектартан сахалрах. Çакă паха – кăçал çурхи культурăсем 3911 гектар акса хăварнă, ку енĕпе район плана тултарнă. Кĕр тыррисем 6959 гектар акмалла. Çу кунĕсенче акмалли лаптăкăн 50-60 процентне сухаламалла.
Çавăн пекех “Нива” хуçалăх ертÿçи В.И.Мурайкин, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов, “Россельхозцентрăн” районти пайĕн ертÿçи А.А.Барышникова, тĕп специалисчĕ Л.А. Еремеев тата ыттисем те тухса калаçрĕç, уй-хир пахалăхне, калчасем шăтнине хак пачĕç.
Семинар-канашлу ĕçне А.П.Самылкин пĕтĕмлетрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: вăйлă тыр-пул туса илес тесен агротехника правилисене çирĕп пăхăнмалла. Мĕн пур лаптăкăн вунă процентĕнчен кая мар таса уй хăвармалла. Уй-хир ĕçĕсене лайăх пурнăçласа пыракан хуçалăхсем хамăр районтах пур. Акă, “Нива” ЯХПК-ра кăçал калча нихçанхинчен лайăх шăтса тухнă. Ку таранччен пушă выртнă çĕрсене кăпкалатассине сарсах пымалла. Çак ĕçе вăйлатас тесе вунă кунлăх ирттертĕмĕр. Пур çĕрте те продукци хăй хаклăхне йÿнетесси тĕп вырăнта пултăр.
Паянах выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнмалла. Çак ĕçре пахалăх çине тимлĕх уйăрмалла. Симĕс массăна лайăх пусăрăнтарнин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Силос, сенаж траншейисене тасатса хатĕрлемелле, вĕсем патне пыракан çулсене якатмалла. Пăрусем валли вĕтĕ утă ытларах хывса хăвармалла.
Ĕнесенчен сĕт сăвассипе пирĕн район çуллахи тапхăрта республикăра яланах малта пыратчĕ. Халĕ апла мар. Акă, “Асамат” хуçалăхра кĕтÿ ирхине 8-9 сехетсенче кăна уя тухать. “Нивăра” та выльăхсене кăларма васкамаççĕ. Çамрăк пăрусене хĕвеле кăларассипе те çителĕклĕ ĕçлемеççĕ.
Çынсене ĕçшĕн тÿлесси пирки. Укçа-тенкĕ сахал пулсан вĕсене тырă, утă тата ыттине те памалла. Сăмахран, выльăх апатне килĕсене кÿрсе парсан та аван.
Ĕнесемпе самăртма хупнă вăкăрсен йышĕ чаксах пырать. Малашне кун пек пулмĕ. Ял хуçалăх управленийĕпе ветстанци ирĕк памасăр хуçалăхсенче пĕр выльăх та пусас çук. Юлашкинчен – сĕт пухасси пирки. Çак ĕç районта япăх пырать. Хуçалăхсен ку енĕпе лайăхрах ĕçлемелле, улшăну тумалла.
Пухăннисем пысăк хуçалăхсенчен калча пахалăхĕпе “Коминтерн” ЯХПК çĕнтернине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăнта – “Нива”. Пĕчĕк хуçалăхсем хушшинче “Победа” ЯХПК мала тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсене “Акатуйра” укçан преми параççĕ.