АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси ÿснĕ

11 июня 2008 г.

2008 çулта район территорийĕнче çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ÿсни сисĕнет. 18 çул тултарман çамрăксем тунă преступленисенчен ытларахăшĕ вăрлассипе çыхăннă. Уйрăмах çул çитмен ачасем пушă çуртсенчен тата ял хуçалăх предприятийĕсен юхăнчăк пÿлĕмĕсенчен тĕслĕ металл çаратни анлă сарăлнă.

Акă, 18 çула çитмен К. ют пурлăха хапсăнса, Хĕрлĕ Чутай салин Пионер урамĕнчи пушă çуртăн чÿречине çĕмĕрсе саккунсăр кĕнĕ, унтан 40 литрлă фляга тата тĕрлĕ ăшлăхлă чугун куршаксем йăкăртнă. Саккунсăр хăтланупа К. инкек тÿсекене 900 тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ.

Хĕрлĕ Чутай район сучĕн приговорĕпе К.-на çурта кĕрсе вăрланăшăн айăпланă, 2 çул та 6 уйăхлăх ирĕкрен хăтарма пăхса хунă. Анчах та вăл çула çитменнине кура айăплава условнăй тесе йышăннă.

Кăçалхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче Атнарти вăтам шкулта вĕренекенсем виççĕн пушă çурта кĕнĕ, унти пурлăха сиен кÿнĕ. Унсăр пуçне вĕсем велосипед вăрланă. Икĕ çамрăкĕ вăл вăхăтра уголовлă айăпламалли çул ÿсĕмне çитмен иккен. Чи аслине вара РФ Уголовнăй кодексĕн виçĕ статйипе айăпланă, уголовнăй ĕçе суда ярса панă.

Май уйăхĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта ăс пухакан икĕ çамрăк «Телей» ял хуçалăх предприятийĕн территорине кĕрсе складран тĕрлĕ саппас пайсем çаратнă, кайран вĕсене тĕслĕ металл пухакансене сутнă. Ачасем РФ Уголовнăй кодексĕн 158 статйипе килĕшÿллĕн преступлени тунă, анчах вĕсем çула çитменнине шута илсе уголовнăй ĕç пуçарма килĕшмен.

Калас пулать, 18 тултарман çамрăксем пушă çуртсене кĕрсе унти сĕтел-пукана, аудио- тата видеоаппаратурăна, чÿречесене тата кил-тĕрĕшри тĕрлĕ япалана çĕмĕрнĕ темиçе тĕслĕх те пур, анчах ачасем çак çуртсенчен нимĕн те вăрласа илсе тухман. РФ Конституцийĕн 25 статйипе ют кил-çурта никамăн та кĕме, тĕкĕнме юрамасть. Çакна пăхăнманнисене вара РФ Уголовнăй кодексĕн 139-мĕш статйипе килĕшÿллĕн айăплав кĕтет. Çакăн евĕр преступленишĕн 3 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Çÿлерех асăннă преступленилле ĕçсене тунă çамрăксене пурне те районти çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссире тата шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцие учета илнĕ, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн административлă майпа явап тыттарнă.

Çуллахи каникул çитнĕ май, ашшĕ-амăшĕсене тепĕр хут асăрхаттарни ытлашши пулмĕ: çул çитмен çамрăксем йĕркене пăснин тĕп сăлтавĕ – чылай чухне ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕслесе те асăрхаса тăманнинче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика