АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алимент тÿлессинчен пăрăннă

11 июня 2008 г.

Районти 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйи чылай вăхăт хушши хăйĕн çула çитмен ачисемшĕн алимент тÿлессинчен пăрăннă Н. пирки черетлĕ айăплав приговорĕ йышăннă.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх, Н.-ăн вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕпе хăйĕн 18 çул тултарман 5 ачине пăхса усрама уйăхсерен мĕн пур тупăшăн 1Ÿ2 пайĕпе танлашакан алимент тÿлемелле пулнă. Чылай вăхăт хушши, районти суд приставĕсем алимент парăмне саплаштарма темиçе хутчен ыйтнă тата çакна пурнăçламасан уголовнăй явап тытма тивнине асăрхаттарнă пулин те, Н. официаллă майпа ĕçлеме ниçта та вырнаçман, ачисене ÿстерме нимĕнле материаллă пулăшу та паман. Сăмах май, унăн парăмĕ 180 пин тенкĕне яхăн çитнĕ.

Н. маларах РФ Уголовнăй кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе (алимент тÿлессинчен юри пăрăнни) айăпланнă, анчах кун хыççăн та тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туман, тÿрленÿ çулĕ çине тăман.

Пур майсене те шута илсе, Н.-а 10 уйăх хушши юсанмалли ĕçсенче тăрăшмалла тунă, унăн тупăшĕн 10 проценчĕ вара патшалăх валли тытăнса пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика