11 июня 2008 г.
Çул çинче транспорт йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çавна май руль умĕнче лараканăн тимлĕх пирки, çул çине йĕркеллĕ хатĕрленсе тухмалли çинчен манмалла мар.
Çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕпе Ю.Ербулаткинпа çул-йĕр правилисене пăсакансем пирки сăмах пуçартăмăр. Юрий Григорьевич юлашки ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, çул çинче пуçтахланакансем пур иккен.
Палăртмалла, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн айăплав хакĕсем ÿсрĕç. Çавăн тăрăх пуçтахсене 10-15 талăк таран арестлеме пултараççĕ. Кăçал йĕркене пăснăшăн 15 водителе вăхăтлăх ирĕксĕр хăварнă. Тĕп сăлтавсем – техникăпа çÿреме ирĕк паракан документа туртса илнĕ пулин те машинăпа çула тухни, правасăр ÿсĕрле руль умне ларни, авари пулнă вырăнтан тарни.
Çак кунсенче çеç Туктамăшри пĕр мотоциклиста тытса чарнă. Вăл, 19 çулхискер, правасăр район центрĕ тăрăх мотоциклпа «уçăлса çÿренĕ», пассажирсене те турттарнă. Юрать-ха, ГИБДД начальникĕ пуçтаха вăхăтра тытса чарнă. Сĕмсĕррĕн йĕркене пăсакана 10 кунлăх арестленĕ. Сăмах май, çак каччă иртнĕ çул çеç мотоциклпа аварие лекнĕ пулнă, вилĕмрен юлнă темелле, çапах тÿрленме шутламан. Ку хутĕнче вăл каллех çул çинчи йĕркелĕхе пăснă. Куншăн пуçран шăлмаççĕ, тÿрех саккун çирĕплĕхне туйтараççĕ.
Ытти яшсен çак çамрăкăн йăнăшне тăвас марччĕ, çул çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшасчĕ.