11 июня 2008 г.
Япăх ĕç вăл яланах çиеле тухать. Хăйсен хурахла ĕçĕ çинчен никам та пĕлмĕ, сисмĕ тесе шухăшланă ахăртнех райпо лавккин Вырăсушкăнчи сутуçисем. Анчах тĕрĕслевçĕсем ялан та систерсе пымаççĕ çав. Кунта та çаплах пулнă.
Ял çыннисем лавкка ĕçченĕсене шанаççĕ. Халăхшăн тăрăшаççĕ-çке вĕсем. Сутуçăсем те ял-йыша шанса хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Тепĕр чух шанса-ши е хĕрхенсе-ши çынсене таварсене уйрăм хут çине çырса “тÿлевсĕр” валеçеççĕ. Хăйсем те çак йĕркепех тавар “туянаççĕ”. Тепĕр чухне çак список вăрăмлансах каять, анчах укçа пырса паракан çук. Шăп çак вăхăтра Вырăсушкăнчи лавккана ревизи комиссийĕ тĕрĕслевпе çитнĕ те ĕнтĕ. “Пăшатана михĕре нумай усраймăн”, – теççĕ. Лавккаçăсен хурахла ĕçĕ те çиеле тухнă. Вĕсем иккĕшĕ те 2007 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа 2008 çулхи мартăн 25-мĕшĕччен, вăл хушăра М. сутуçă кăçалхи январь уйăхĕнче çак ĕçре тимлеме пуçланă, райпона 31377 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çак “ĕçе” сутуçăсем каварлашса тунă теççĕ. Пĕтĕмĕшле И.сутуçăна РФ УК 160 статйин 3-мĕш пайĕпе сăтăрла 11 ĕçшĕн, М.-на 9 тĕслĕхшĕн айăплаççĕ. Халĕ “халăхшăн чуна парса тăрăшнă” сутуçăсене суд тенкелĕ кĕтет.