18 июня 2008 г.

Автомобиль çулне тăвасси – пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ахальтен мар республика, район ертÿçисем ку отрасле аталантарма чылай вăй хураççĕ. Кашни яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарни вара унта пурăнакансемшĕн чăннипех савăнăç.
Иккĕмĕш çул ĕнтĕ район çыннисем ЧР Президенчĕн автомобиль çулĕсене тăвас Указĕ пурнăçланса пынине курса савăнаççĕ. Акă, июнĕн 12-мĕшĕнче Ирчкасси, Урикасси, II Липовка ялĕсенче пурăнакансемшĕн асра юлмалли кун пулчĕ – яла асфальт сарнă çул çитрĕ. Районшăн тата асăннă ялсен историйĕшĕн паллă куна савăнăçлă лару-тăрура йĕркелесе ирттерчĕç. Çĕнĕ çулсене хĕрлĕ хăю касса уçас мероприятие район пуçлăхĕ А.И. Криков хутшăнчĕ.
Савăнăçлă уяв Ирчкасси ялĕнчен пуçланчĕ. Кунта кăçал ял хушшипе 470 метр таран асфальтлă çул сарса çитернĕ. Мĕн пур ĕç калăпăшĕ 3 миллион çурă тенкĕпе танлашнă. Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Трифонов яла тахçанах кĕтнĕ çул çитнипе мухтанса калаçрĕ, район ертÿçисене пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав турĕ. Александр Иванович хăй сăмахĕнче районти пур яла та хытарнă çулпа çыхăнтарма тăрăшнине, ку енĕпе ĕçсем малалла пынине палăртрĕ, ял çыннисене асфальт çула асăрхаса та перекетлесе пурăнма чĕнсе каларĕ. Унтан çул-йĕр сарас енĕпе пысăк тăрăшулăх кăтартнăшăн “Волгодорстрой” УАО-н коллективĕн ĕçченĕсене Хисеп грамоти парса чысларĕ. Çавăн пекех кăçал II Липовка ялĕ çывăхне 370 метр тăршшĕ асфальтлă çул çитернĕ – 2 миллион та 850 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Ялти хисеплĕ ватăсем Петр Куропаткинпа Рора Индейкина çĕнĕ çул хута кайнăшăн хĕпĕртесе район пуçлăхне тав сăмахĕсем каларĕç.
Урикасси ялĕнче пурăнакансем вара çĕнĕ çул уçăлнине чаплăн уявларĕç. Кунта ял вĕçне çитиех, 1 километр та 280 метр чухлĕ асфальт сарса çул хывнă. Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа яла шкул автобусĕ çÿретме палăртаççĕ.
– Пирĕн яла газ та, шыв та, асфальт çул та çитрĕ. ЧР Правительстви, район ертÿçисем те ялта ĕçлесе пурăнма условисем туса парассишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Тав вĕ¬сене пурне те”, – терĕç урикассисем.
Куратпăр ĕнтĕ, ялсем такăр çулпа çыхăнса пыраççĕ. Акă, кăçал 3 яла çул çитрĕ. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре тата 7 яла асфальтлă çул хывмалла. Çĕнĕ çулсене сарас ĕçре çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ.
Умри тĕллевсем пысăк. Укçа-тенкĕ çитсе пырсан ĕç калăпăшĕ ÿссех пырĕ. Ялсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарса çитереççех.