АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе, юрăпа çĕклер вăй-хала

18 июня 2008 г.

Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ май йăлана кĕнĕ тăрăх ирттерекен «Акатуй» уявне паллă тума чутайсем яланхи пекех Чавал уçланкине пухăнчĕç. Кăçал вăл Раççей кунĕпе пĕр килчĕ, Хĕрлĕ Чутай çыннисем çак уява 56 хут паллă тăваççĕ ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕсене чысламалли уявра халăх питĕ йышлă пулчĕ. Çанталăкĕ те çав тери кăмăллă тăчĕ.

Уçланкăра ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, пурне те уява йыхравларĕ. Райпо сутуçисемпе предпринимательсем халăха апат-çимĕç, промышленность таварĕсем сĕнчĕç, предприяти-организацисем хăйсен кулленхи пурнăçне сăнлакан фотостендсем вырнаçтарчĕç. Сцена вара пĕлтĕрхинчен самай уйрăлса тăчĕ, хăйĕн илемĕпе аякранах илĕртрĕ, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем уяв сĕмне палăрмаллах пуянлатрĕç.

Палăртнă вăхăт çитсен халăх умне район пуçлăхĕ А.И.Криков, Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.П. Волошин, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков тухрĕç. Чи малтан уяв сăмахне Александр Иванович илчĕ. Вăл çĕр ĕçченĕсемпе ял çыннисене райадминистраци тата район депутачĕсен Пухăвĕ ячĕпе Раççей кунĕпе тата ĕçпе юрă тата спорт «Акатуй» уявĕпе чĕререн саламласа пурне те çирĕп сывлăх, творчествăлла ÿсĕмсем тата ăнăçу сунчĕ. Александр Иванович пĕтĕмĕшле илсен хуçалăхсем çур акине ăнăçлă вĕçленине асăнчĕ, малашне те çĕр ĕçĕнче тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Малалла Александр Иванович ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Пĕрлештернĕ хор Раççей тата Чăваш Республикин Гимнĕсене мăнаçлăн янăратнă вăхăтра «Коминтерн» ЯХПК механизаторĕ Н.Я. Степанов, райадминистрацин статистика пайĕн начальникĕ Н.В.Чишкина, Çĕн Атикасси шкулĕн учителĕ С.Н.Петрейкина Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклерĕç.

Малалла чутайсене Чăваш Республикин Президенчĕ ячĕпе Юрий Петрович Волошин саламларĕ. Вăл республикăра модельлĕ библиотекăсен шучĕ 500-е çитни пирки палăртрĕ, ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа çулсем сарас ĕç те пысăк хăвăртлăхпа пынине пĕлтерчĕ. Юрий Петрович ирхине кăна Хĕрлĕ Чутай районĕнче виçĕ çул уçнине çирĕплетрĕ, кăçал çулталăк вĕçлениччен район çыннисем валли тата 7 çул пулассине каларĕ.

Унтан Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе «Свобода» колхоз механизаторне Владимир Васильевич Терентьева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ», районти потребкооперацин тĕп бухгалтерне Зинаида Федоровна Почейкинана «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ятсем, çавăн пекех Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович Трифонова Тав хучĕ пама йышăннă. ЧР Ял хуçалăх министерствин хушăвĕпе «Нива» специалистне А.И.Шипеева, «Аккозинский» ЯХПК трактористне О.А.Шивиркина, «Победа» ЯХПК тракторисчĕсене В.И. Васильева тата С.Н.Смирнова парне парса чысларĕ.

Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм министерствин Хисеп грамотине райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Иван Лаврентьевич Хораськин тивĕç пулчĕ. Çакна та палăртмасăр çук: районти тĕп больница ЧР Президенчĕн 300 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ илмелли свидетельствине тивĕçрĕ. Агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен рескомĕн Хисеп грамотине «Свобода» колхоз доярки Г.Г.Сухарева илме тивĕç пулчĕ. Çавăн пекех Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Т.Дмитриева, Атнар ял тăрăхĕн специалистне Р.В.Абрамована, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн старостине З.М.Самылкинана чысларĕç.

Ун хыççăн район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăхпа экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин асăннă уявăн йĕркелÿ комитечĕ ячĕпе пурне те саламларĕ, çĕр ĕçченĕсене çур акинче тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, кĕркунне лайăх тухăç илессе шаннине пĕлтерчĕ. Унтан районти ял хуçалăх ĕçченĕсен ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç (райхаçатăн 1-2 страницисенче тĕплĕнрех пĕлме пулать).

Малтан усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçе хастар хутшăннă “Родина” кооператив ертÿçине Н.И.Лисаева Хисеп грамотипе хавхалантарчĕç.

Çамрăк çемьесем те тимлĕхсĕр юлмарĕç уявра. Алина тата Федор Михеевсем, Марина тата Анатолий Волковсем, Ольга тата Валерий Фондеркинсем çурт-йĕр туянма е çĕклеме паракан субсиди илмелли свидетельствăллă пулчĕç.

Районти чи лайăх ял тăрăхне те палăртмасăр хăвармарĕç. Çак ята тивĕçлипех Атнар ял тăрăхĕ çĕнсе илчĕ, вăл район пуçлăхĕн 50 пин тенкĕпе танлашакан премине тивĕçрĕ.

Уява малалла килсе çитнĕ хăнасен саламĕсем тăсрĕç. Чул хула облаçĕнчен килсе çитнисем Хĕрлĕ Чутай таврашĕ илемлĕхпе илĕртнине уйрăммăн палăртса хăварчĕç, ку тăрăха килме яланах хавас пулнине пĕлтерчĕç, райадминистрацине парнесем пачĕç. Çавăн пекех саламлă сăмахпа тата парнепе Муркаш район пуçлăхĕн çумĕ В.К.Ананьев, Çĕмĕрле район администрацийĕн ĕçченĕ В.П.Чехлова тата ытти кÿршĕллĕ районсенчен те килсе çитнĕ.

Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕнче ĕçлекен пирĕн ентеш С.Н.Хорайкин коллектив ячĕпе пурне те уявсемпе саламларĕ, район пуçлăхне Шупашкарта иртнĕ XXIII Тĕнче Кубокне халалланă кĕмĕл медале парнелерĕ, çавăн пекех вăл райпо председательне А.Ю. Степанова, «Нива» ЯХПК ертÿçине В.И.Мурайкина, Г.В.Ульянов уйрăм предпринимателе, Л.А. Ярайкина хушма хуçалăх тытакана банкпа тачă çыхăну тытнăшăн Тав çырăвĕпе парне парса чысларĕ. Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕн Н.В.Маловăн парнине «Свобода» колхоз дояркисем Г.В.Филиппова, Г.Г.Сухарева, А.Н.Иванова тивĕçрĕç. Чăвашпотребсоюзĕн председателĕн çумĕ Н.И.Наумова çак отрасльте тимлесе тава тивĕçнĕ Е.И.Акальскаяна, С.М.Кряжинана, Н.Ф.Юманкинана Чăвашпотребсоюзĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Çавăн пекех райпо коллективне аптека ĕçĕпе лайăх ĕçленĕ тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăра ĕç кăтартăвĕсемпе 1-мĕш вырăн йышăннă ятпа саламласа чысларĕ. Чăваш Республикин Халăх пултарулăх çурчĕн I степеньлĕ Дипломне Питĕркассинчи Охливанкинсен çемйи илме тивĕç пулчĕ, вĕсем Çемье тата Ача çулталăкĕсене халалласа республика шайĕнче ирттернĕ «Семейная мастерская» курав-конкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех Майоровсен çемйи Диплом илчĕ, вĕсем те хастарлăхпа палăрнă. Райадминистрацин социаллă аталану пайне вара асăннă республика конкурсне мастерсене хутшăнтарас ĕçе аван йĕркеленĕшĕн Тав çырăвĕ пачĕç.

Мĕнле уяв вăл спортри тупăшусемсĕр. Вăй-хал енчен çирĕпписем шăчă тăрăх улăхрĕç. Ку енĕпе Калкассинчи С.Сергеева çитекенни пулмарĕ. “Автансен çапăçăвĕнче” михĕпе çапса А.Макаров (Хĕрлĕ Чутай) пурне те çĕнтерчĕ. Турник çинче 30 хутчен туртăнса пĕрремĕш вырăна Етĕрне хулин хăни О.Зайцев тивĕçрĕ. Алă вăйĕн тупăшăвĕнче Ишеккассинчи Г.Юткин чи вăйли пулчĕ. 24 килограмлă кире пуканĕсене 42 хутчен йăтса В.Ульянов (Хĕрлĕ Чутай) пурне те парăнтарчĕ. Шахматла вылякансем йышлăн пулчĕç. Спорт шкулĕн тренерĕ А.Туйманов нумай очко пухса уяв парнине тивĕçрĕ. Волейбол вăййине кăмăллакансем те кĕрешрĕç. Штанашри И.Сатлайкин ертсе пыракан команда ытти ушкăнсене çĕнтерсе малти вырăна çĕнсе илчĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ тупăшу спорт уявне татах та пуянлатрĕ. Куракансене кăçал кам çĕнтересси хытах хумхантарчĕ. Халăх кĕрешмелли кавир тавра кар! пуçтарăнчĕ. Ытти çулсенче кашнинчех А.Офишкин чемпион пулчĕ, чĕрĕ такана тивĕçсе пычĕ. Акă, кăçал та Андрей хăй ăсталăхне кăтартрĕ, çĕнтерÿçĕ пулчĕ – чĕрĕ парнене çĕнсе илчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика