18 июня 2008 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчен “Коминтерн” производство кооперативĕ ял хуçалăх культурисем 700 гектар ытла йышăнакан хуçалăхсем хушшинче çĕнтернĕ. Хуçалăх çуртрисем акмалли плана тултарнă, калчасем лайăх шăтса тухнă.
700 гектартан сахалрах ял хуçалăх культурисем акса туса илекен хуçалăхсенчен “Победа” производство кооперативĕ мала тухнă. Кунта çурхи культурăсем акмалли плана пурнăçланă, калча пахалăхĕ аван.
“Коминтерн” тата “Победа” хуçалăхсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Условнăй эталон-гектар нумай туса çурхи ака-суха ĕçĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнă механизатор-çĕнтерÿçĕсем:
– “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Петр Леонтьевич ВАЗИКОВ тракторист гусеницăллă тракторпа 176 условнăй эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă;
– “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Юрий Зиновьевич ТАТАРОВ тракторист урапаллă тракторпа 421 условнăй эталон-гектар ĕç тунă;
– “Коминтерн” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Николай Яковлевич СТЕПАНОВ тракторист 674 гектар çурхи культурăсем акнă.
Асăннă механизаторсене “2008 çулхи ака чемпионĕ” лентăпа тата район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Çурхи ака-суха ĕçĕсенче иккĕмĕш вырăна тухнă механизаторсем:
– “Аккозинский” производство кооперативĕн тракторисчĕ Николай Александрович ЯКОВЛЕВ гусеницăллă тракторпа 165 условнăй эталон-гектар ĕç тунă;
– “Коминтерн” ЯХПК тракторисчĕ Александр Алексеевич ФОНДЕРКИН урапаллă тракторпа 321 условнăй эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă;
– “Коминтерн” производство кооперативĕн тракторисчĕ Илья Николаевич ПОНОМАРЕВ 465 гектар çурхи культурăсем акнă.
Пурне те район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Çурхи ака-суха ĕçĕсенче виççĕмĕш вырăна тухнă механизаторсем:
– “Свобода” хуçалăхри Владимир Васильевич ТЕРЕНТЬЕВ гусеницăллă тракторпа 156 условнăй эталон-гектар ĕç тунă;
– “Коминтерн” хуçалăхри Анатолий Ефремович ГРИГОРЬЕВ урапаллă тракторпа 281 условнăй эталон-гектар чухлĕ ĕç тунă;
– “Асамат” общество тракторисчĕ Анатолий Иванович СОРОКИН 386 гектар çурхи культурăсем акнă.
Пурне те район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи тĕп специалистсен ăмăртăвĕнче, ял хуçалăх культурисене лайăх пахалăхпа акса плана тултарнăшăн çĕнтерÿçĕ ятне панă:
– “ Нива” ял хуçалăх кооперативĕн тĕп агрономне Алексей Иванович ШИПЕЕВА;
– “Путь Ильича” уçă акционерла обществăн тĕп инженерне Николай Николаевич МИДУШКИНА.
Иккĕшне те район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2008 çулхи майăн 13-мĕшĕнчи “Малтан усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен” 106-мĕш номерлĕ йышăнăвне пурнăçланăшăн райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăланă:
– Валерий Константинович РОМАНОВА – Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхне;
– Николай Иванович ТРИФОНОВА – Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхне;
– Анатолий Тимофеевич ДМИТРИЕВА – Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхне.