АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-йыш тĕрекĕ – ачасенче

21 июня 2008 г.

1969 çулхи хĕл кунĕсенчен пĕринче пулнăччĕ-ха ку. Эпĕ, хаçат ĕçĕпе çула тухнăскер, Иккĕмĕш Хурашаш ялне çитрĕм. Урампа иртсе пыракан пĕр çынран уй-хир бригадирĕ ăçтарах пурăннине ыйтса пĕлтĕм. Вăл ăнлантарса-кăтартса янипе кирлĕ çурта часах шыраса тупрăм. Пĕчĕк кăна пÿрте кĕрсе тăтăм. Мана йĕпкĕн хура çÿçлĕ, яштак кĕлеткеллĕ арçын кĕтсе илчĕ, иртсе ларма сĕнчĕ.

Çапла паллашнăччĕ Алексей Яковлевич Маркеловпа. Унтанпа 39 çул иртрĕ, пурнăçĕ те малтанхинчен пач улшăнса кайрĕ. Ялта çĕнĕ кирпĕч çуртсем пур-ха. Анчах пушă килсем те пайтах. Вăй питти çамрăксен йышĕ пĕчĕк. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх та пăштик! пăштик анчах сывлакалать.

– Эпĕ нумай çул бригадирта тата ферма заведующийĕнче ĕçлерĕм, – тет халĕ ĕç ветеранĕ. Тăван хуçалăх ырлăхĕпе пурлăхĕшĕн нумай тăрăшрăм. Ĕç чи малти вырăнта пулнă маншăн. Çынсене яланах пĕр чăмăра пĕрлештерме тăрăшнă. Вăйлă тыр-пул туса илнĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăларĕç. Ун чухне çын ĕçне хаклама пĕлетчĕç.

Мăшăрĕ, Перасковья Васильевна, калаçăва малалла тăсрĕ.

– Эпĕ те ĕмĕр тăршшĕпех колхозра тăрăшрăм, – пĕлтерчĕ вăл. – Алăран ĕç кайман. Çум çумланă, утă хатĕрленĕ, çĕр улми кăларса пухнă – ял-йышран кая юлман. Халĕ ĕнтĕ тахçанах пенсире.

Маркеловсем шурă кирпĕчрен купаланă шатрун пÿртре пурăнаççĕ. Çулленех выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Перасковья Васильевна чирлекелет, йывăр ĕçсенех пурнăçлаймасть. Алексей Яковлевич патвар-ха: ухăнса курăк çулать, алла пуртă-пăчкă тытса каскаласа та илет. Кăçал 70 çул тултарчĕ вăл, анчах ăна никам та çичĕ теçетке урлă каçнă мучи теме хăймĕ.

– Çемье тĕрекĕ – ачасенче, – теççĕ ватăсем. – Эпир виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулчĕç. Акă, Ольга Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен хĕрлĕ диплом илсе тухрĕ. Агрономра, бригадирта ĕçлерĕ. Педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче учительницăра тăрăшать. Вова электромеханик специальноçне алла илчĕ, Шупашкарта тĕпленчĕ. Аля казначействăра тăрăшать, вăл аслă пĕлÿллĕ бухгалтер. Ирина – медсестра, халăх сывлăхĕн хуралĕнче. Коля хамăрпа пĕрле пурăнать.

Маркеловсен сакăр мăнук. Çу кунĕсенче аслăраххисем кил-тĕрĕшре ĕçлеççĕ. Пăхса ытараймаççĕ вĕсене ватăсем. Ача-пăчапа пÿрт тулать тени тĕрĕсех иккен. Сăмах май, Ольга Алексеевнан пĕр ывăлĕ инженер-строителе вĕренсе тухнă, Раççей çарĕнче пулнă, халĕ Шупашкарта хăйĕн специальноçĕпех тăрăшать. Тепĕр ывăлĕ ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илет.

Перасковья Васильевнапа Алексей Яковлевич – сăпайлă çынсем. Ял тăрăх кăкăр çапса çÿреме юратмаççĕ. Кăçал иккĕшĕ пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа çур ĕмĕр çитнине паллă турĕç. Ĕç – пурнăç тыткăчи тенине асра тытса килти хушма хуçалăхра тăрмашаççĕ. Вĕсем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Хăйсен ĕмĕрĕнче пÿрт лартнă, сад ÿстернĕ, ача-пăча çуратса çунат панă. Çакăнтан пахи çĕр çинче урăх мĕн пур-ши!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика