АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бал, бал, бал...

21 июня 2008 г.

Бал, бал, бал...

Шкул юррисем, хитре тумланнă каччăсемпе хĕрсем, чечексем.. Çакă пĕтĕмпех районти шкулсенчен 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем выпускниксен балне пухăннине пĕлтерчĕ. Сăмах май, кăçалхи ăсату каçĕнче 174 çамрăк, вĕсенчен 17-шĕ каçхи шкулта ăс пухнисем, алла аттестат илчĕç. Палăртмалла, кăçал выпускниксен уявĕ ытти çулсенчи пек кашни шкулта мар, çĕнĕ йĕркепе – районти культурăпа кану центрĕнче пулчĕ.

Савăнăçлă, çав хушăрах пăлхануллă ăсату каçне район пуçлăхĕ А.И.Криков хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех уява ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов килсе çитнĕ. Александр Иванович выпускниксене 11-мĕш класс ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма, малалла аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлĕве ÿстерме ăнăçу, телей сунчĕ. Тăван шкула, учительсене ялан асра тытмаллине аса илтерчĕ.

Николай Владимирович та яшсемпе хĕрсене пурнăç çулĕ çине тухнă ятпа чĕререн тухакан ăш сăмахсем каларĕ.

– Паянхи бал сирĕн кашнин чĕринче асра юлтăр. Чуна килĕшекен професси суйласа илĕр, тĕллев патне çирĕппĕн утăр. Çамрăксем, сирте малашлăх. Эсир кашни çĕршыва юрăхлă çын пулса ÿсессе шанатпăр, – терĕ Н.В.Малов.

Чи хумхануллă самант çитрĕ. Сцена çине шкул маякĕсем – вĕренÿ çулне ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕçленисем тухрĕç. Вĕсем: ылтăн медале тивĕçнисем – Александр Зиновьев, Марина Михеева, Валентина Мерзлайкина (Мăн Этмен), Светлана Кузьмина, Раиса Палейкина (Хĕрлĕ Чутай), Алексей Зотов (Çĕн Атикасси), кĕмĕл – Дмитрий Владимиров, Татьяна Дашмакова, Олеся Жукова, Надежда Николаева, Наталья Таерова (Хĕрлĕ Чутай), Лариса Петрова (Çĕн Атикасси), Ольга Жижайкина, Екатерина Коробкова (Мăн Этмен). Хисепе тивĕçлĕ выпускниксене А.И.Криковпа Н.В.Малов медальсемпе чысларĕç.

Унтан кăçал шкулпа сыв пуллашакан коллективсем умлăн-хыçлăн сцена çине хăпарчĕç, Александр Иванович кашнине алла аттестат парса саламларĕ.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансене телейлĕ çул тата ăнăçу сунакансем чылаййăн пулчĕç. Вĕсенчен кашни çамрăксене чăн-чăн çынсем пулса ÿсме пехиллерĕç.

Шкулпа сыв пуллашакансем те парăмра юлмарĕç. Хăйсене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă чи пирвайхи учительсене, аслă классенчи вĕрентекенсене тивĕçлĕ воспитанипе çирĕп пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç.

Ăсату каçĕ вĕçленсе пынă май, акăш евĕр пикесемпе яка тумланнă каччăсем вальс кĕввипе çаврăнса ташларĕç. Залра кĕвĕ янăранăçемĕн ашшĕ-амăшĕсем ÿссе çитĕннĕ чун тĕпренчĕкĕсем çине ытараймасăр пăлханса та савăнса пăхса ларчĕç.

Ăсату каçне ирттерме Ю.Степанов (райпо), В.Вадейкин (БТИ), С.Ефремов (ШĔП), Ю.Ербулаткин (ГИБДД), Ю.Сидоров (халăх сучĕ), А.Магаськин (МКДЦ), А.Ивантаев, А.Махмутов, А.Манин, Р.Фролова предпринимательсем пулăшу панă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика