21 июня 2008 г.
Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕ ĕçлеме пуçланăранпа 46 çул. Унăн структуринче – преподавательсемпе уйрăм заведующийĕсенчен йĕркеленĕ шкул тата педагогика канашĕсем. Вĕсем вĕрентÿÿ, методика тата воспитани ĕçĕ мĕнле пулса пынине сăнаса-тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавăн пекех кадрсен ыйтăвĕсене, вĕрентĕвĕн çĕнĕ методикине ĕçе кĕртсе пынине, ачасем ĕлкĕрсе пынине тата ку енĕпе ĕçе лайăхлатассине, преподавательсем квалификацие ÿстерсе пынине, малашлăх плансен проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынине, шкулăн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухаççĕ. Çак кунсенче пирĕн корреспондент ачасен искусство шкулĕн директорĕпе С.Д. АНИСИМОВПА тĕл пулнă, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.
– Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн патра 9 преподаватель ĕçлерĕ, – терĕ Сергей Дмитриевич. – Вĕсенчен 5-шĕ штатра тăрать, виççĕшĕ урăх çĕрте те тăрăшакансем. 5 çын аслă пĕлÿ илнĕ, 3-шĕ ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. 2007 çулхи аттестаци кăтартăвĕсем тăрăх 4 преподаватель квалификацин пĕрремĕш категорине, пĕри иккĕмĕш категорине тивĕçрĕç. Эпĕ кăçал аслă категориллĕ пулса тăтăм. Вĕрентекенсен вăтам çулĕ 35-пе танлашать. Пирĕн хушăра педагогика юхăмĕн ветеранĕ те пур. Вăл – фортепиано преподавателĕ Л.И.Андреева, унăн ĕç стажĕ 30 çул ытла. Коллектив шкул ачисене музыкăпа эстетика воспитанийĕ тата музыка пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртма кăмăллă.
Шкулта 5 уйрăм ĕçлет: фортепиано (Л.И. Андреева, Л.И.Кирюшина), халăх инструменчĕсем (В.Е.Романов, С.Д.Анисимов), хор (И.В.Спиридонова, В.В.Молодейкина), ÿнер (Л.Г.Индрякова), хореографи (Н.И.Храмова). Кунпа пĕрлех Мăн Этменпе Мишеркассинче – ÿнер, Тури Çĕрпÿкассинче фольклор уйрăмĕсем йĕркеленĕ.
Районти вĕрентÿ пайĕ пулăшнипе юлашки виçĕ çул хушшинче шкулăн вĕрентÿпе пурлăх никĕсне палăрмаллах çирĕплетнĕ. Ачасене ушкăнпа тата уйрăмшарăн вĕрентме пÿлĕмсем, музыка инструменчĕсем тата ытти те çителĕклĕ. Акă, 2005 çулта 2 баян, музыка центрĕ, 2006 çулта компьютер, 2007 çулта телевизор, DVD, микрофонсем туянтăмăр.
Хальхи вăхăтра пирĕн патра 91 ача вĕренет. Вĕсем çичĕ çуллăх, пилĕк çуллăх тата тăватă çуллăх программăсем тăрăх пĕлÿ илеççĕ. Пирĕн пата çÿрекенсен 95 проценчĕ ĕлкĕрсе пырать. Педагогика ĕçченĕсем хăйсен квалификацине ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Эпĕ кăçал ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисен курсĕнче Хусан хулинче пултăм. И.В.Спиридонова Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче, Мускаври Православи Академийĕнче, В.В.Молодейкина, Н.И. Храмова, Л.Г.Индрякова Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче квалификацие ÿстернĕ.
Вĕренÿ çÿллĕ шайра пулнине ачасем конкурссемпе фестивальсене хутшăнса тунă çитĕнÿсем лайăх çирĕплетсе параççĕ. Шкула çÿрекенсем Г.Иванов, Ю.Макаров тата С.Эзенкин воин-интернационалистсене асăнса ирттернĕ фестивальте, «Чăваш енĕн пултаруллă ачисем» ятпа пулнă регионти форумра çĕнтерÿçĕ тата лауреат ячĕсене çĕнсе илнĕ. Хор уйрăмĕнче вĕренекенсенчен «Святая Русь» вокал ансамблĕ йĕркеленĕ. Коллектив районти форумра 3 степеньлĕ Дипломант, «Чăваш ен чечекĕсем» республика фестивалĕнче лауреат пулса тăнă. 2007 çулта вокал ансамблĕ çамрăк юрăçсен зонăри конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕр «Юрлакансен тĕнчи илемлĕ» конкурсра Хисеп грамотине тивĕçнĕ, 2006 çулта коллектива Комсомольски, Çĕмĕрле, Улатăр, Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕсен пуçлăхĕсем пултарулăх ĕçĕнче ÿсĕмсем тунăшăн Дипломсемпе наградăланă.
Талантлă çамрăк ăру çитĕннишĕн чун савăнать. А.Михопарова, Р.Чишкина, М.Кагайкина, Л.Магаськина, Ю.Михатайкина, М.Храмова, А.Макарова, В.Морозова, К.Васькина, Г. Иванова, А.Чубайкина тата ыттисем вĕренÿре те хастар, вĕсен пултарулăхĕ те иксĕлми.
Ачасен искусство шкулĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра 2 степеньлĕ Диплом тата кубок илме тивĕçнĕ.
Юлашки виçĕ çул хушшинче пирĕн воспитанниксем Р.Сулейманов, Р.Чишкина, О.Сулейманов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка факультетне, Э.Пашкуртова Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине, А.Спиридонов ÿнер училищине вĕренме кĕчĕç. Чулхулари консерваторирен диплом илсе тухнă А.Вазяков, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер факультетне пĕтернĕ Е.Сятрайкин та пирĕн патра ăсталăха ÿстернĕ.